24 сентября 2011 г.
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме района ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ: ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Варсонофьев, федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ Петр Краснов, «Газпроммежрегионгаз-Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Роза Лебедева.
Шупашкартан килнĕ делегаци темиçе пая пайланса хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе тĕрлĕ ялсене çитсе курчĕ, ял çыннисемпе курса калаçрĕ. Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: законодательство хыпарĕсем, тыр-пул, пахча-çимĕç пуçтарса кĕртес ĕçсем мĕнле пыни тата РФ Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ.
Тĕл пулу Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн Геннадий Волковăн ĕç пÿлĕмĕнче пуçланчĕ. Унта Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене, çавăн пекех Комсомольски районĕн 2011 çулхи 9 уйăхри социаллă-экономикăлла аталанăвĕн малтанлăха тунă пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерчĕç.
Килнисем 5 ушкăна пайланчĕç. Информаци ушкăнĕсем ялсенчи çынсемпе, предприятисемпе учрежденисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Геннадий Волковпа Алексей Яковлев Урмаел ял поселенийĕнче пулчĕç, уйрăмах «О внесении изменений в Закон Чувашской Республики «О республиканском бюджете Чувашской Республики на 2011 год и на плановый период 2012 и 2013 годов» Законне пурнăçа кĕртесси çинче чарăнса тăчĕç.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Варсонофьев тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов Асанкасси тăрăхне çитрĕç. Чи малтанах вĕсем çак ялти вăтам шкулта ачасен вĕренĕвне мĕнле йĕркеленипе интересленчĕç, столовăйне, спортзала кĕрсе курчĕç. Министр çумĕ шкулта юсав ĕçĕсене лайăх тунине, классем хăтлă, таса пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне шкул директорĕ Е.Яндрова тата ытти учительсем тĕп хуламăртан килнĕ хăнана хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пама пултарчĕç, шкулти, районти ĕç-пуçа сÿтсе яврĕç.
Малалла çул автопаркалла выртрĕ. Кунта делегаци тырă вырмалли, çĕр улми кăлармалли тата ытти техникăна хаклама пултарчĕ. «Асаново» кооператив председателĕ Александр Бахтеров вырăнти ĕç-пуçпа паллаштарчĕ, çĕр улми пуçтарса кĕртес ĕçсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Çумăр лÿшкенĕ пирки ку ĕç çак хуçалăхшăн кăна мар, районти ытти хуçалăхсемшĕн те чăрмав пулса тăрать. Районĕпе «иккĕмĕш çăкăрăн » 80 процентне хальлĕхе пуçтарса кĕртменни паллă пулчĕ.
Делегаци çавăн пекех сĕт-çу фермине те çитсе курчĕ, кунти ĕçсемпе интересленчĕ. Ферма заведующийĕ В.Яндров выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени, витесенче юсав ĕçĕсем пыни çинчен пĕлтерчĕ.
Ĕçлĕ ушкăн кунти ĕç-хĕлпе кăмăллă пулчĕ. В.Варсонофьев ял çыннисен ĕçлес кăмăл пысăккине, вĕсем малалла талпăннине палăртса хăварчĕ, малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕ.