21 сентября 2011 г.
Ĕçпе тивĕçтерекенсене канмалли тата вăй хумалли кунсене малтанах йĕркелеме май парас тесе правительство кăçалах 2012 çулта мĕнле канмалли пирки хушу кăларнă.
Çак хушупа килĕшÿллĕн 2012 çулта тăватă канмалли куна ытти кунсем çине куçарнă:
— мартăн 11-мĕшĕнчен (вырсарни кун) мартăн 9-мĕшĕ (эрне кун) çине;
— апрелĕн 28-мĕшĕнчен (шăмат кун) апрелĕн 30-мĕшĕ (тунти кун) çине;
— июнĕн 9-мĕшĕнчен (шăмат кун) июнĕн 11-мĕшĕ (тунти кун) çине.
Аса илтеретпĕр, РФ Ĕç кодексĕн 112-мĕш статйинче çулталăкра 12 канмалли уяв кунĕ пулнине çирĕплетнĕ: январĕн 1, 2, 3, 4, 5-мĕшĕсем — Çĕнĕ çулхи каникул, январĕн 7-мĕшĕ — Сурхури, февралĕн 23-мĕшĕ— Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ, мартăн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ, майăн 1-мĕшĕ — Çуркуннепе Ĕç уявĕ, майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ, июнĕн 12-мĕшĕ — Раççей кунĕ, ноябрĕн 4-мĕшĕ — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ.
Çитес çул эпир 9 кун канатпăр та январĕн 10-мĕшĕнче ĕçе тухатпăр. 2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ шăмат кун пулнине шута илсе Çĕнĕ çулхи каникул 10 куна тăсăлĕ.
Февральте канмалли кунсене куçармĕç, февралĕн 23-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, çеç канăпăр.
Мартра виçĕ кун канăпăр. Мартăн 8, 9,10-мĕшĕсенче хĕр-арăмсене саламланă хыççăн вырсарни кун, мартăн 11-мĕшĕнче, ĕçе тухăпăр.
Çуркуннепе Ĕç уявĕнче вара çапла канăпăр: апрелĕн 29, 30-мĕшĕсенче тата майăн 1-мĕ-шĕнче. Харăсах виçĕ кун канассишĕн апрелĕн 28-мĕшĕнче, шăмат кун, ĕçлесе хума тивет. Майăн 9-мĕшĕ юн куна лекет, çавăнпа та ун чухне пĕр кун кăна канатпăр.
Июнĕн 9-мĕшĕнче, шăмат кун, ĕçленĕ хыççăн июнĕн 10, 11, 12-мĕшĕсенче канатпăр.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ, ноябрĕн 4-мĕшĕ, вырсарни кун пулнăран, ноябрĕн 5-мĕшĕнче те, тунти кун, канăпăр. Пĕтĕмпе çак уяв ячĕпе виçĕ кун — ноябрĕн 3—5-мĕшĕсенче канăпăр.
2012 çулхи декабрьте вара халăха Çĕнĕ çула хатĕрленме майсем ытларах пулĕç: декабрĕн 29-мĕшĕнче, шăмат кун, ĕçлемелле те декабрĕн 30, 31-мĕшĕсенче канмалла.
Çапла вара, уяв кунĕсем канмалли кунсене тивнĕрен ĕçлемелле мар кунсем татах хутшăнаççĕ, пурĕ çитес çул 15 канмалли уяв кунĕ пулĕ.
Эрнере пилĕк кун ĕçлесе икĕ кун канакансем çитес çул 248 кун ĕçлĕç тата 118 кун канĕç.
Источник: "Каçал Ен"