АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кĕнекисем лайăх сутăннă

21 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 7—10-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери выставка-ярмăрккара Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Ен историйĕпе, культурипе, декоративлă-прикладной искусствăпа 67 тĕрлĕ кĕнеке тăратнă.

Выставкăн пĕрремĕш кунĕнчех Чăваш кĕнеке издательствин стенчĕпе çĕр-çĕр куракан паллашрĕ, çĕнĕ илемлĕ кĕнекесем туянма пултарчĕ. Вулакансене уйрăмах «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Художник Анатолий Миттов», Н.Садюковăн «Приумножая коллекцию. Записки музейного работника», Е.Жачеван «Чувашская вышивка» кĕнекисем, «Библиотека Президента ЧР», «Замечательные люди Чувашии», «Чебоксары — очерки истории города XVIII века», «Географические названия ЧР» серисенчи кĕнекесем интереслентерчĕç.Хальхи электронлă букридерсем чăштăртатакан ăшă страницăллă кĕнекесене çитейменнине кĕнеке юратакансем тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Мероприятин ĕçлĕ программине кĕнеке кăларас ĕçĕн паянхи чи çивĕч ыйтăвĕсем кĕчĕç. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров палăртнă тăрăх, çакăн пек выставкăсене хутшăнни вулакансемпе çывăхлатать, вĕсене мĕн интереслентернине, мĕн кирлине тĕпчеме май туса парать, çавăн пекех суту-илÿ географине анлăлатать. Çĕнĕ кĕнекесене презентацилени издательствăсен вăйлă тата вăйсăр енĕсене тупса палăртать. Çакă предприятисене тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туса хальхи çăмăл мар условисенче малалла аталанма пулăшать.

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене кĕнекесем сутма килĕшÿсем çине алă пуснă. 57 çĕршывран 1500 организаци хутшăннă выставка-ярмăрккан пĕтĕмлетĕвĕсем Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене савăнтараççĕ, тăван халăхăн уникаллă культура йăлисене сыхласа хăварас ĕçре тата та хастартарах вăй хума хавхалантараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика