21 сентября 2011 г.
Районсем аталанччăр тесе Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне йышăннă. Сăмахран, федерацин 2011—2015 çулсем валли йышăннă «Çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программăна хутшăнакан çамрăк çемьесене социаллă тÿлевсем панипе пулакан муниципаллă районсен бюджечĕсен тата хула округĕсен бюджечĕсен тăкакĕсем валли пĕрле укçа-тенкĕ уйăрма муниципаллă районсен бюджечĕсене тата хула округĕсен бюджечĕсене уйăрса паракан субсидисене 2011 çул валли пайласа панин кăтартăвĕсем пур. Унта пирĕн районпа вăл пĕтĕмпе 6997,1 пин тенкĕпе танлашать. Унтан республика бюджечĕн шутĕнчен 4399,5 пин тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 2597,6 пин тенкĕ уйăрнă.
«Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссисем туса хурас тата çакăн пек комиссисен ĕç-хĕлне йĕркелес енĕпе Чăваш Республикин полномочийĕсене пурнăçлама муниципаллă районсен бюджечĕсене тата хула округĕсен бюджечĕсене уйăракан субвенцисене 2011 çул валли пайласа пани» 8-мĕш таблицăна улшăнусем кĕртнĕ. Пирĕн района çак тĕллевпе 8,9 пин тенкĕ ÿстерсе панă.
Çавăн пекех «Опекăпа попечителлĕх ĕç-хĕлне пурнăçлас тата йĕркелес енĕпе Чăваш Республикин полномочийĕсене пурнăçлама муниципаллă районсен тата хула округĕсен бюджечĕсене уйăрса паракан субвенцисене 2011 çул валли пайласа пани» 16-мĕш таблицăра та улшăнусем пур. Пирĕн района çак тĕллевпе 8,9 пин тенкĕ килĕ.
Источник: "Каçал Ен"