21 сентября 2011 г.
Кам нумай пĕлес тет, нумай çывăрма кирлĕ мар тенĕ чăвашсем. Çакна лайăх ăнланаççĕ Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсем. Ирпе ирех çурăм хыçне портфель çакса шкулалла чупаççĕ ачасем, çĕнĕ пĕлÿ илме васкаççĕ. Тăрăшнине кура ÿсĕмсем те пулаççĕ паллах. Акă нумаях пулмасть ку шкултан виçĕ вĕренекен район администраци пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн ятарлă стипендине пĕр çулталăк илсе тăма тивĕçлĕ пулни палăрчĕ. Вăхăта ирттермесĕр вĕсемпе тĕл пулса калаçма шутларăм, стипендиатсен шутне кĕме йывăр е çăмăл пулнине тĕпчерĕм.
— Паллах, çăмăл мар,– пĕлтерчĕ 1-мĕш класранпах «5» паллăсемпе çеç вĕренекен Екатерина Данилова.
Пултаруллă хĕр тĕрлĕ предметсемпе районта иртекен олимпиадăсене, конкурс-викторинăсене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен, призерсен шутне час-часах лекет. Акă, сăмахран, 9-мĕш класра чухне вăл чăваш чĕлхипе тата литературипе районта 3-мĕш, биологипе — 3-мĕш, 10-мĕш класра технологипе, биологипе, экологипе 2-мĕш вырăнсем йышăннă. Унсăр пуçне Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалланă «Этих дней не смолкнет слава» сочиненисен конкурсĕнче, Чернобыльте катастрофа пулса иртнĕренпе 25 çул çитнине халалланă творчество ĕçĕсен конкурсĕнче палăрнă, районти методика идейисен «Уроки истории и обществознания — 2011» конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă. 9-мĕш класра чухне вара «Туслăх хĕлхемĕ» конкурса презентаци тăратса районта 1-мĕш, республикăра 3-мĕш вырăн илме пултарнă. Катя уйрăмах биологи, хими, чăваш чĕлхи урокĕсене кăмăллать, медицина е фармацевтика енĕпе малалла вĕренме ĕмĕтленет.
Тепĕр стипендиат — Николай Журавлев — вĕренÿре кăна мар, спортра та аван çитĕнÿсем тăвать. Вăл шкулта, районта иртекен соревнованисене тăтăшах хутшăнать, команда лайăх кăтартусемпе палăрни ăна малалла аталанма, çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарать. Сĕтел çи теннис, волейбол, футбол вăййисене юратать маттур каччă, хĕлле вара кунсерен йĕлтĕрпе ярăнать. Вăл хутшăнакан шкул команди час-часах çĕнтерÿçĕсен шутне кĕни Кольăна кăна мар, унăн ашшĕ-амăшне те питĕ савăнтарать. Пушă вăхăтра çамрăк кĕнекесем, хаçатсем вулать, Интернетра спорт хыпарĕсене тишкерет.
— Халĕ экзаменсене хатĕрленме пуçланă пирки хĕрсем патне çÿреме те вăхăт çитсех каймасть,— йăл кулать 11-мĕш класра ăс пухакан каччă.
Çак класрах вĕренекен Петр Иванов та (тепĕр стипендиат) килĕшет ун сăмахĕсемпе. ППЭсене ăнăçлă тытас тесен нумай тар тăкма тивет çав, урамра чупса çÿренипе, компьютер умĕнче вăйăсем выляса ларнипе çеç лайăх паллă илеймĕн. Пушă вăхăт тупăнсассăн ашшĕ-амăшне килти ĕçсене тума пулăшать каччă. Вăл та футбол, волейбол вăййисене кăмăллать, час-часах ăмăртусене хутшăнать. Акă кăçал Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă пăшалпа перес енĕпе иртекен ăмăртăва хутшăнчĕ, районта иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Унсăр пуçне вăл предмет олимпиадисенче те, тĕрлĕ конкурс-викторинăра та пултарулăх кăтартать.
Юратман предмет çук унăн, çавах пуринчен ытларах физика, математика, вырăс чĕлхи, физкультура урокĕсене кăмăллать тăрăшуллă çамрăк. — Йăлтах пĕлетĕп тесе каламастăп эпĕ,— пĕлтерет Петя, — çавах пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасса шанатăп. Халь вĕренÿ çулĕ пуçланнă кăна-ха, тата пĕлÿ пуçтарма ĕлкĕретпĕр.
Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм, теççĕ. Çакăн пек пултаруллă, пĕлÿ тĕнчине шалтан-шала кĕрсе пыракан пур енĕпе те маттур çамрăксен аллине пуласлăха шанса пама пулать.
Источник: "Каçал Ен"