21 сентября 2011 г.
Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕ – районта ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри. Паянхи кун унта çĕр улми пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» кăçал вĕсем 32 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ.
— Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр. Çĕр улмине ахальтен «иккĕмĕш çăкăр» тесе каламан ĕнтĕ. Хуçалăх тупăшăн пысăк пайне ăна сутса илет. Çавăнпа та пурте «çанă тавăрса» тăрăшаççĕ. Тухăçĕ те пысăк. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 230 центнерпа танлашать, — терĕ Валерий Михеев председатель.
Хирте Олег Никитин механизатор «Беларусь» трактор çумне «Колнаг» комбайн кăкарса çĕр улми кăларатчĕ. Вăл кунне 6—7 гектар çинчен 24 тонна «иккĕмĕш çăкăр» кăларать. Ăна Андрей Петров пулăшать. Çĕр улмине комбайн çинчен На- дежда Морозова, Алина Коновалова, Ольга Морозова тата Николай Морозов рабочисем автомашинăсем çине тиесе хиртен ăсатаççĕ.
Çĕр улмине путвала кĕртнĕ çĕрте Викентий Хлебниковпа Николай Белков ĕçлеççĕ. Хуçалăх ĕçне питĕ парăнса тăваççĕ вĕсем, çавăнпа ĕнтĕ яваплă участок шанса панă.
Источник: "Каçал Ен"