17 сентября 2011 г.
Вăрмана кĕрсен тухас килмест. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те илĕртет вăл. Кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарма, утă, вутă хатĕрлеме, пуртă-сенĕк аври касма каятпăр унта. Уçăлса çÿрени, йывăçсен хÿтлĕхĕнче канса шашлăк, шÿрпе пĕçерни мĕне тăрать? Хырлăха, чăрăшлăха кĕрсен таса сывлăшпа кăкăр тулли сывлатăн.
«Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи участок лесничествинче тăрăшакансем йывăçсене сыхлас, çĕнĕрен лартас, вăрăсенчен çитĕнтерес енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче чылай йывăç каснă. Вăрман сайралсах юлнă тесен те тĕрĕс пулĕ. Халĕ «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи участок лесничествинче 11 пин те 545 гектар çинче вăрман пур. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Çĕр-шывра, республикăра юлашки 3—4 çулта вăрмансем çунчĕç. Комсомольски участок лесничествинче кун пек тĕслĕхсем пулманни унти ĕçченсен тимлĕхне, тăрăшулăхне палăртать. Çăмăл мар вĕсене. Ĕçлекенсен йышĕ те сахалланса юлнă. «Йывăçсене касмастпăр тесен те юрать. Ÿсчĕр, тĕрекленччĕр. Çамрăк ăру валли те пулччăр. Çавăнпа кăçал 0,5 гектар çинче юман, çăка, хыр, чăрăш вăррисене акса хăвартăмăр. Хунавсем аталантарма 2011 çулта Комсомольски участокĕнче питомник уçрăмăр. Çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Каларăм ĕнтĕ, йывăçсене каснипе анчах мар, вĕсене çитĕнтерес тесе те тăрăшмалла», — терĕ «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи участок лесничествин лесничийĕ В.А.Егоров. А.С.Гисматуллин, В.В.Филиппов мастерсене тата ытти ĕçченсене ырăпа асăнчĕ вăл. Вĕсене вăрман ĕçченĕсен кунĕпе саламласа малашне те тăрăшуллă, пултаруллă пулма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"