17 сентября 2011 г.
Çĕнĕ Мăрат тăрăхĕ — вăрманлă вырăн. Ахальтен мар çак ялта 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех лесничество йĕркелесе янă. Унта лесничире чылай çын ĕçленĕ. Кашниех хăйĕн ĕçĕпе, вăрман отраслĕн аталанăвне хывнă тÿпипе таврара пурăнакансен асĕнче тăрса юлнă. Вăрман ĕçченĕсен кунĕ умĕн хăшĕн-пĕрин çинче чарăнса тăрасшăн.
Андрей Андреевич Кондратьев вăрман çук çĕрте, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче çуралнă. Апла пулин те унăн туртăмĕ вăрман енне пулнах. Вăл малтан Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăклах ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕскер, Шупашкарти тĕрлĕ организацисенче вăй хунă. 1983 çултан пуçласа Йĕпреç вăрман комбиначĕн Çĕнĕ Мăратри лесничествин лесникĕнче, лесничие пулăшаканра, лесничире тăрăшнă.
Мал ĕмĕтлĕ арçын Мари Республикинчи политехника институтĕнче ăс пухнă. Андрей Андреевич йĕркелесе пынипе 1484 гектар çине йывăçсем лартса вăрман çитĕнтернĕ. Уйрăмах вăл юманлăхсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 95 гектар çине юман йĕкелĕсем акса хăварнă. Пултаруллă пулнăшăн ăна «Х, ХХ лет безупречной службы в государственной лесной охране», «За сбережение и умножение лесных богатств РСФСР» паллăсем тата нумай-нумай наградăпа чысланă.
Егор Кириллович Клементьев Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче кун çути курнă. Ку вырăн вăрманлă пулнă та, çак отрасль ĕçченĕ пулма тĕллев тытнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Вăл Поволжск хулинчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерет. Унăн тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивет. Буинск, Çĕнĕ Мăрат лесничествин лесничийĕ (1955—1966 ç.ç.), Хĕрлĕ Чутай лесхозĕн тĕп лесничийĕ, Çĕнĕ Мăрат лесничествин лесничийĕ (1966—1977 ç.ç.), Кирери вăрман комбиначĕн лесничие пулăшаканĕ (1977—1978 ç.ç.), Çĕнĕ Мăратри вăрман пункчĕн производство начальникĕ, инженер-техникĕ, техник-технологĕ, производство мастерĕ (1978—1990 ç.ç.). Пур çĕрте те Егор Кириллович хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ун ятне 1970 çулта районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Хисепе тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕсем чылайăн. Вĕсем пурте пархатарлă ĕç тунă, вăрмана сыхланă, йывăçсем лартса ĕрчетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"