17 сентября 2011 г.
Вăхăт шăвать теççĕ. Çук, шумасть вăхăт, вăл чупать, васкать, вĕçсе иртсе куçран çухалать. Тин çеç пĕрремĕш класа шкула килнĕччĕ, хăра-хăра алăкран кĕрсе тăрса учитель мĕн каланине пĕр сăмах сиктермесĕр итленĕччĕ. Халĕ вара шкул вĕренсе пĕтерни те 5 çул çитрĕ. Мĕнле пурăнать-ха тăван шкулăм? Мĕн улшăннă çак вăхăт хушшинче; Çак ыйтусем çине хурав тупас тесе 11 çул хамăн иккĕмĕш кил пулнă Хирти Мăнтăр вăтам шкулне çул тытрăм.
Ачасен хаваслă сассипе, шăв-шавпа кĕтсе илмерĕ мана вăл. Урок вăхăчĕ иккен, çавăнпа коридор тăрăх çÿрекенсем çук. Çапах та алăкран кĕрсенех кунта вăхăт чарăнманни, пурнăç вĕресе тăни палăрчĕ. Акă хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре А.Медведев рабочи алăк улăштарать. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кĕрсе çÿреме меллĕ пултăр тесе тăрăшать вăл. Столовăй енчен килекен тутлă апат шăрши сăмсана кăтăклать. Унта
И.Иванова поварпа Н.Медведева кухня работникĕ вăй хураççĕ. Пĕлÿ пуçтарасси çăмăл мар ĕç пулнине, ăна выç хырăмла тума май çуккине ăнланаççĕ вĕсем, кунсерен ачасене техĕмлĕ вĕри апатпа сăйлаççĕ. Унсăр пуçне шкулта буфет ĕçлет. Г.Медведева сутуçă ачасем мĕн ыйтнине вăр-вар тупса парать.
Пĕрремĕш хутри коридорпа утнă чухне çĕнĕлĕх асăрхарăм. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне коридорăн пысăк пайне музей тума уйăрнăччĕ, çавăнпа та кунта кăштах тĕттĕмрехчĕ. Халĕ вара музей çук, хĕвеллĕ, çутă коридор тăрăх саркаланса утма пулать.
Малалла иккĕмĕш хута хăпартăм, учительсен пÿлĕмне ача чухнехи пек шикленереххĕн шаккаса кĕтĕм. Кунта вара манăн класс руководителĕ пулнă, халĕ завучра тăрăшакан З.П.Журавлевăпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл мана кунти ĕç-хĕл çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ.
Халĕ шкулта 104 ача ăс пухать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 6 ача нумайрах. 11 класс пĕтерсе тухса кайнă 7 ача вырăнне 4-ăн 1-мĕш класа, 14-ăн 5-мĕш класа килнĕ. Сăмах май каласан, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче ку ялти ачасем кăна мар вĕренеççĕ, çывăхри Йăлмахва, Кайнлăк ялĕсенчи шăпăрлансем те ăс пухма кунта килеççĕ. Вĕсем халĕ пирĕн вăхăтри пек ирпе ирех тăрса çуран темиçе çухрăм утмаççĕ. Сап-сарă, илемлĕ шкул автобусĕ вĕсене кашни ир пĕлÿ çуртне илсе килет, уроксем хыççăн ăс пухса пуянланнă ачасене килĕсене леçет.
— Шел пулин те, 4 ача 9 класс хыççăн вĕренме техникумсене тухса кайрĕ, ППЭрен хăрарĕç пулинех, — пĕлтерет Зоя Петровна.
Мухтанаççĕ учительсем хăйсем вĕрентнĕ ачасемпе. Ара, мухтанмалли пурах çав. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вĕренсе тухнă 7 ачаран пурте вĕренме кĕнĕ. Пиллĕкĕшĕ халь аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлев-сĕр тата тÿлевлĕ майпа ăс пухать.
Кăмăллăн сăмахланă май Зоя Петровна пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çапла вара шкул ачисен 8,2 проценчĕ «5» паллăпа çеç, 36 проценчĕ — «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах лайăх вĕренекенсен шутĕнче завуч Е.Николаевăна, Е.Даниловăна, Н.Журавлева, П.Журавлева, П.Иванова, С.Можаева, Т.Валетовăна тата Т.Афанасьевăна асăнчĕ. Сăмах май, вĕсенчен 3 ача кăçал Комсомольски район администраци пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн стипендине çулталăк илсе тăма тивĕç пулчĕ.
— Пирĕн шкул ачисем пĕрремĕш хут мар çакăн пек стипендие тивĕçеççĕ. Акă пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче те 2 ача илсе тăчĕ ăна. Маларах вара Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçнисем те пулнăччĕ, — палăртать З.П.Журавлева.
Предмет олимпиадисенче, районта е республикăра иртекен конкурссенче те шкул ятне ямаççĕ иккен вĕренекенсем. Акă пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче олимпиадăсенче призлă 25 вырăн йышăнса шкул районта 4-мĕш пулнă. Кунта А.Васильевăна, С.Можаева, Е.Даниловăна палăртса хăвармалла. Вĕсем темиçешер предметпа районта лайăххисен шутне кĕме пултарнă. Унсăр пуçне ачасем интернет-викторинăсене, «Чăваш чĕкеçĕ», «Русский медвежонок», «Кенгуру» конкурссене хаваспах хутшăннă. В.Платонова çинчен уйрăммăн каласа хăварас килет. Вăл «Знаешь ли ты свой край родной;» конкурсра республикăра 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнипе ăна экзаменсăрах Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме илнĕ. Ку кăтарту ытти ачасене те хавхалантарать, малалла аталанма, конкурссене хастар хутшăнма хистет.
Хальхи вăхăтра компьютер, Интернет пурнăçра пысăк вырăн йышăннине кура шкулăн компьютер класне те çитсе куртăм. Эпир вĕреннĕ чухне кунта кивĕ хура-шурă экранлă компьютерсем çеçчĕ. Пĕрре çĕнни ларатчĕ. Çавăнпа информатика урокĕсене ирттерме те йывăр пулнă ĕнтĕ. Халĕ вара ку класс палламалла мар улшăннă. Çĕнĕ 11 компьютер стена çумĕнче вырнаçнă, сĕтел-пуканĕсем те йăлтах çĕннисем, йăлтăртатса çеç тăраççĕ. Информатика учителĕ И.А.Крылова хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, паянхи кун уроксене тивĕçлĕ шайра ирттерме май туса панишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ.
— Ачасем савăнсах уроксене çÿреççĕ, компьютер тĕнчипе интересленеççĕ. Паянхи пурнăçра компьютерсăр май çуккине лайăх ăнланаççĕ, — палăртрĕ вăл.
Шăнкăрав янăрасан шкул ачасен шăв-шавĕпе тулса ларчĕ. Кунта вĕсен канăвне те пĕлсе йĕркеленĕ иккен. Пĕрисем спортзала волейбол выляма чупрĕç, теприсем сĕтел çи теннис вăййине вылямалли вырăна пуçтарăнчĕç, шашка-шахмата кăмăллакансем те тупăнчĕç.
Коридорти йĕркелĕхшĕн ятарлă дежурнăйсем яваплă, çавăнпа та кунта чупса-алхасса çÿрекенсем куç тĕлне пулмарĕç.
Çапла вара 5 çул иртсен тăван класа кĕрсе курма, тăван коридорсем тăрăх утса тухма питĕ кăмăллă пулчĕ. Шкул сывлăшне сывласа илсе пĕр самантлăха каялла ачалăха таврăннăн туйăнчĕ. Улшăну нумай кунта, аталанать, лайăххи енне талпăнать тăван шкулăм. Эппин, çитĕнÿсем пулаççех, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-çке.
Источник: "Каçал Ен"