АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăха аталантарма — кредит

17 сентября 2011 г.

Ял çыннисен умне хуçалăхпа çыхăннă чылай йывăр ыйту тухса тăрать: пÿрт-çурт купаламалла, вите-сарай тумалла, выльăх-чĕрлĕх усрамалла, çĕр çинче пахча çимĕç, тыр-пул туса илмелле тата ытти те. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни час-часах пысăк чăрмав пулса тăрать, хуçалăха çирĕппĕн ура çине тăма, малалла ăнăçлă аталанма чарса пырать. Çак ыйтăва татса пама РФ Перекет банкĕ тата РФ Ял хуçалăх банкĕ хушма хуçалăха аталантарма ятарлă кредит сĕнеççĕ. Унăн калăпăшне ĕç укçин виçине, хушма тупăш пулнине шута илсе палăртаççĕ. Акă сăмахран, РФ Ял хуçалăх бан-кĕнче хушма хуçалăха аталантарма паракан 14 процентлă кредит илме пулать. Тупăша шута илсе 5 çула 700 пин тенкĕ, 2 çула 300 пин тенкĕ илме пулать. Унсăр пуçне иккĕмĕш хут илекенсем валли 13 процентлă кредит сĕнет.

Ял çыннисем çак мелпе хуçалăха çирĕплетме, малалла аталантарма час-часах усă кураççĕ. Çакă кредит илекенсен шучĕ пысăккинче те палăрать. Тĕслĕхрен, Кайнлăк ял поселенийĕнче пурăнакансем кăçалхи 8 уйăхра хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита 51 çын илнĕ. Вĕсенчен пĕри ку укçапа выльăх туяннă, ыттисем вара асăннă укçана вите-лупас тума, хуçалăхра кирлĕ техника илнĕ çĕре янă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика