17 сентября 2011 г.
Ирĕкре çÿрекен е хуçасăр йытăсем пирки район хаçатĕнче пĕрре мар çырнă. Кун пирки район администрацийĕн тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен йытăсене ирĕке кăлармалла марри çинчен калакан постановленийĕсем пур. Анчах та ăна пĕлмеççĕ, унпа паллашмаççĕ. Çав-çавах йытăсем ирĕккĕн çÿреççĕ.
Эпĕ тивĕçлĕ канури çын. Пĕр ыйтупа манăн Комсомольски ялĕнчи Куйбышев урамĕнче вырнаçнă нотариус кантурне каймалла пулчĕ. Çитме нумаях та юлманччĕ, 14-мĕш çурт тĕлĕнчен виçĕ йытă сиксе тухрĕ. Тапăна-тапăна пырса, вĕрсе çыртас патнех çитрĕç. Чупса каяс, хăваласа çитеççĕ. Йыттисем çав çурт çывăхĕнче пурăнакансемех ĕнтĕ. Юрать-ха пĕр арçын вĕсене патакпа хăваласа ячĕ. Ниепле те хăпмаççĕ-çке. Енчен хуçалăхра, кил-çуртра йытă тытас тесен сăнчăрпа кăкармалла, урама кăларса ямалла мар. Кун çинчен çÿлерех асăннă постановленисенче те каланă. Халĕ кĕр кунĕсем. Хур-кăвакал, чăх-чĕп ÿссе çитрĕ. Йытăсем вĕсем çине те тапăнаççĕ. Тепĕр хут калатпăр, йытă тытсан ăна картишĕнчен ан кăларăр.
Часах пысăк уяв, Пĕтĕм Раççейре паллă тăвакан Ваттисен кунĕ çитет. Предприятисенче, учрежденисенче тата ытти организацисенче ветерансене чĕнсе уява паллă тумасăр хăвармаççех ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем йывăр пулсан та паянхи кун ĕçлекенсемпе тĕл пулма, курса калаçма тăрăшĕç. Кĕркунне хăвăрт тĕттĕмленет. Тава тивĕçлĕ çынсен йытăсенчен хăра-хăра уява каймалла-ши;
Ку енĕпе Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ мĕнле те пулин мера йышăнма шутлать-ши; Район хаçачĕ урлă хуравласан аванччĕ те.
Источник: "Каçал Ен"