14 сентября 2011 г.
Районти тĕп больницăра тăрăшакансем ĕç пахалăхĕшĕн хавхалантармалли укçана тÿлеменни пирки прокуратурăна ыйтупа тухнă. РФ Ĕç кодексĕн 21 тата 22-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн квалификацие, ĕç кăткăслăхне, пурнăçланă ĕç пахалăхне кура ĕçчен вăхăтра ĕç укçи илме тивĕçлĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн «Основные подходы к формированию фонда оплаты труда учреждений» постановленийĕнче каланă. Унта сывлăха сыхлас ĕç отраслĕнче тăрăшакансене бюджет ассигнованийĕпе пуçтарăнакан укçа-тенкĕрен хушма тÿлев пулмалла.
Постановленипе килĕшÿллĕн, районти тĕп больницăра комисси кăçалхи 1-мĕш çур çулта пуçтарăнман, ĕçлекенсен ĕç пахалăхне пăхса тухман, хавхалантару тÿлевĕ пулман. Ĕç договорĕнче чылай çитменлĕх пур. Июнь уйăхĕшĕн те шалăва вăхăтра тÿлемен.
Тупса палăртнă çитменлĕхсемшĕн район больницин тĕп врачне административлă явап тыттарнă.
Источник: "Каçал Ен"