АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администраци пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ

14 сентября 2011 г.

Çулсеренех уйрăмах талантлă, вĕренÿ, искусство, литература, ÿнер, музыка енĕпе е сцена çинче пултарулăхпа палăрса тăракан шкул ачисем, çавăн пекех вĕренÿ отличникĕсем, республикăра тата районта иртекен предмет олимпиадисене, турнирсене, смотрсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнакансем тата вĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем район администраци пуçлăхĕн кашни уйăхра паракан ятарлă стипендие пĕр çулталăк илсе тăраççĕ.

Кăçал стипендиатсем шутне кĕме 25 çынна тăратнă пулнă. Район администраци пуçлăхĕн 2011 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 446 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, уйăхсерен паракан стипендие 20 чи лайăх вĕренекен илсе тăрĕ: Журавлев Николай Сергеевич (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Иванов Петр Павлович (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Данилова Екатерина Сергеевна (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс; Камальдинова Зульфия Робертовна (Шурут вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Константинова Наталья Владимировна (Нĕркеç вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Крысова Юлия Александровна (Нĕркеç вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Ямальтдинова Диля Феритовна (Урмаел вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Сулейманова Зиля Решитовна (Урмаел вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Краснова Анжела Георгиевна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 11 «б» класс); Свинина Екатерина Сергеевна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 11 «б» класс); Широкина Анна Александровна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, 11 «б» класс); Макарова Екатерина Станиславовна (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Козлова Юлия Сергеевна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, 10 «б» класс); Минина Мария Георгиевна (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, 11 «б» класс); Калашникова Кристина Владиславовна (Асанкасси вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс); Данилова Анастасия Николаевна (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Полякова Оксана Николаевна (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Мальчикова Дарья Анатольевна (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Соколова Юлия Александровна (Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс); Зимцова Виктория Юрьевна (Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ, 11-мĕш класс).

Стипендиатсене пурне те саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика