14 сентября 2011 г.
Районти шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çавна май шкул библиотекарĕсем умне те тĕрлĕрен кăсăклантаракан ыйтусем тухса тăчĕç.
Çак ыйтусене татса парас тĕллевпе сентябрĕн 7-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкулта районти библиотекарьсен канашлăвĕ пулса иртрĕ.
Малтанах районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Г.Петрова кун йĕркипе паллаштарчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕçсем пирки отчет туса пачĕ. Уйрăмах, çак шкул библиотекарĕ Л.В.Хораськина, Комсомольскин 1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулсенчи Р.Н.Свистуновăпа Г.В.Волкова тата ытти библиотекарьсем лайăх ĕçлени çинчен асăнса хăварчĕ.
Канашлура тĕрлĕрен ыйтусем пăхса тухрĕç. 2011— 2012-мĕш вĕренÿ çулĕнчи ĕç планĕпе методпĕрлешĕвĕн руководителĕ Р.Н.Свистунова паллаштарчĕ. Л.В.Хораськина «Çĕнĕ вĕренÿ çулне — çĕнĕ кĕнекесем» кĕнеке выставки йĕркеленĕ.
Çавăн пекех хăнасене шкул ачисем литмонтаж кăтартрĕç. Уйрăмах, библиотека çинчен юрланă юрăсем питĕ кăмăла кайрĕç. Л.В.Хораськина хатĕрленĕ «Школьная библиотека — информационный ресурс образования» ятлă электронлă презентаци пăхрĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, канашлу çÿллĕ шайра иртрĕ. Районтан килнĕ хăнасем шкул библиотекарьне малашне те çавăн пекех тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"