14 сентября 2011 г.
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче ял хуçалăх продукцине сутас енĕпе ĕçлекен ярмăрккасем уçăлчĕç. Пирĕн районтан унта Комсомольски райповĕ, «Комсомольские овощи» ООО, «Агрофирма «Слава картофелю» ООО, Герман Крыловăн хушма хуçалăхĕ хутшăнчĕç.
Çумăр çуса тăнине пăхмасăрах туянас текенсем черет йышăна-йышăнах тавар суйларĕç. Чи нумай сутăнакан пахча çимĕç — çĕр улми пулчĕ. Ăна хула çыннисем Шупашкар пасарĕсенчен йÿнĕрех хакпа туянма пултарчĕç. Килограмм кишĕре 9 —12 тенкĕпе, купăстана — 6,5 тенкĕпе, кавăна — 10—15 тенкĕпе, тăрăхла кавăна 15 тенкĕпе, патиссона —18 тенкĕпе, пылак пăрăçа —- 30 тенкĕпе, сухана 16 тенкĕпе илме пулчĕ.
Аса илтеретпĕр, ял хуçалăх продукцийĕн ярмăркки «Дары осени – 2011» октябрĕн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ.
Источник: "Каçал Ен"