14 сентября 2011 г.
Ăратлă выльăхсăр хуçалăхсем аталанаймаççĕ. Çакна шута илсе ЧР Ял хуçалăх министерстви ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен «Чувашское» ОАОпа пĕрле çулсеренех выставка йĕркелет. Кăçал вăл Шупашкар районĕнчи Карачура ялĕнче сентябрĕн 8—9-мĕшĕсенче иртнĕ. Выставкăна йĕркелеме Чăваш Республикинчи «Агро-Инновации» казеннăй унитарлă предприяти, ЧР патшалăх ветеринари служби тата ытти организацисем, банк учрежденийĕсем, продукцие тирпейлекен предприятисем пулăшнă.
Выставка тĕллевĕ— республикăра ăратлă тата продуктивлă мăйракаллă шултра выльăха, сыснасене, кайăк-кĕшĕке, кроликсене пăхса, курса малашне çаксене хуçалăхсенче ĕрчетесси.
Унта хутшăнакансен чăннипех те курмалли пулнах. Ăратлă выльăхсем çитĕнтерекен ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер тата уйрăм хуçалăхсем, кайăк-кĕшĕк фабрикисем — фермăсенче, хушма хуçалăхра усракан çынсем малашне продуктивлăх енĕпе шанчăк паракан выльăхсене курава тăратнă. Вĕсем пирки выставкăна хутшăнакансен тĕплĕн паллашма май пулнă.
Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем те унта çулсеренех хутшăнаççĕ. Хуçалăхсенчи ăратлă выльăхсене комисси лайăх енчен хаклать. Кăçал та «Восток» ЯХПК мăйракаллă шултра çамрăк выльăх 1, пушмак пăру 1, сысна аçисем 7 пуç тăратнă. Жюри ку хуçалăх ăратлăх енĕпе ĕçлессине ла-йăхлатса пынине палăртнă. Пушмак пăру тата сысна аçисем 3-мĕш вырăн йышăннă. «Рассвет» ЯХПКри «Дюрок» ăратлă сысна аçине 1-мĕш тесе хакланă.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх ăратлăхĕ пирки интересленни пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи выставкăна «Слава», «Асаново», «Труд», «Пайгас», «Восток» ял хуçалăх кооперативĕсенчен, «Урожай» колхозран, Хайертдинов фермер хуçалăхĕнчен хутшăннă. Апла пулсан вĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе çине тăрса ĕçлесшĕн.
Источник: "Каçал Ен"