07 сентября 2011 г.
Вăрçă çулĕсем...Юнпа пĕвеннĕ, вырăн-вырăн çунса кĕлленнĕ истори страницисем. Тăван халăх историйĕнчи пин-пин çын чĕринче суранлă йĕр хăварнă ыратупа тулнă страницăсем... Тупăсен кĕрлевĕ, танксен кĕмсĕртетĕвĕ, тăван халăхăн юнĕ шыв пек юхни, çапăçу хирĕ ыратупа тулса ахлатни, вилĕм шăрши... Юлаççĕ выртса çапăçу хирĕнче салтаксем, юнпа чыхăнаççĕ. Хыпарсăр çухалнă текен çырусем вĕсен килĕсене ăсанаççĕ.
Хыпарсăр çухалнă... Куçран тăварлă куççуль кăларакан, çав вăхăтрах шанчăк кăвайтне сÿнме паман икĕ сăмах. Кашни яла, кашни хулана çитсе мĕн чухлĕ киле хуйхă-асап илсе килмен-ши вĕсем? Вăрçă вучĕ сÿннĕ, паттăр салтаксем майĕпен килĕсене таврăнса пынă, çапах хыпарсăр çухалнă салтаксен çемйисенче çулсем иртсен те шанчăк çути сÿнмен, пĕчĕк çурта пек мĕлтлетсе çуннă. Мăнуклă, мăн мăнуклă та пулнă ĕнтĕ халь ĕнерхи салтаксем. Пурпĕр, çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те, çук, тÿрленмен-ха вăрçă суранĕсем, манăçман çав юнлă, тискер кунсем. Çаплах кĕтеççĕ ватă кинемейсем хăйсен хыпарсăр çухалнă мăшăрĕсене, вĕсен вил тăприне те пулин тупса курма ĕмĕтленеççĕ.
Пархатарлă та сăваплă ĕç пуçланă пирĕн районти Йăлмахва ялĕнче пурăнакан П.Н.Зайцев. Хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпипе интересленет вăл, вĕсем çапăçнă вырăнсене, мĕнле вилнине, ăçта пытарнине тупма тăрăшать. Кашни тупăннă çыншăн чунтан хĕпĕртет, çухалнă салтаксен çемйисене кăштах та пулин савăнăç илсе кĕрет. Çук, çук, укçашăн тăрăшмасть вăл, чунĕ ыйтнипе. Епле-ха: ачисем ашшĕсем пуçĕсене ăçта хунине те пĕлмеççĕ, вил тăприйĕсене те пăхса тăраймаççĕ. Епле чăтайĕ канăçсăр чун çак тĕрĕсмарлăха. Епле-ха манăçа кăларăн мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене;
Çак ĕçе Павел Николаевич темиçе çул каяллах пуçласа янă. Малтанлăха вăл хăйĕн хыпарсăр çухалнă аслашшĕне, Тимофей Семенович Зайцева, тупма ĕмĕтленнĕ. Тăватă ывăл тăлăха юлнă пулнă Тимофей Семеновичăн, вĕсен ачисем никама та асатте тесе калаймасăрах ÿснĕ. Украина çĕрĕнче тăванла вил тăприн палăкĕ çинче тупăннă паттăр салтакăн ячĕ. Çак хыпара илтсен Павел Николаевич чĕри савăнăçпа тулнă, вăл епле те пулин аслашшĕ канлĕх тупнă вырăна çитме тĕв тунă. Кăçал Çĕнтерÿ кунĕнче хăйĕн ĕмĕтне пурнăçларĕ, Украинăна аслашшĕн вил тăприне кайса курчĕ.
Кунпа вĕçленмерĕ Павел Николаевичăн шырав ĕçĕ. Вĕçленме мар, тата та вăйланчĕ, унра хыпарсăр çухалнă салтаксене шырас, вĕсен вил тăпри-йĕсене те пулин тупса палăртас туртăм. Тĕрлĕ çар комиссариачĕсене çырусем çырчĕ, Интернет урлă кирлĕ информацие тупрĕ. Йăлмахва ялĕнчен вăрçа тухса кайса хыпарсăр çухалнисен шутне 43 çын кĕнĕ. Пурне те мар, вĕсен çуррине те пулин тупса палăртсан та питĕ аван пулмалла, мĕншĕн тесен кашни салтакăн тăванĕсем, вĕсене кĕтсе çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр куççуль юхтарнă çынсем пур. Пĕр çын анчах тупăнтăр, пурпĕр унăн çывăх çынннисемшĕн ку калама çук пысăк савăнăç. Çапла Павел Николаевич хăйсен ялĕнчи Илларион Андреевич Албутовăн (1913 çулта çуралнă), Федор Иванович Ивановăн (1911), Григорий Константинович Константиновăн (1896), Алексей Петрович Лебедевăн (1914) шăписене тĕпчесе пĕлнĕ. Иван Васильевич Абукинăн (1907), Гурий Иванович Красновăн (1918), Фадей Иванович Черновăн (1902) пытарнă вырăнĕсене тупса палăртнă. Унсăр пуçне Никита Ильич Григорьев (1911), Василий Павлович Егоров (1920), Василий Архипович Константинов, Анисим Иванович Хораськин хăш тăрăхри çапăçусене хутшăнса хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнине кăтартакан çĕнĕ документсем шыраса тупнă. Хăйсен ялĕнчи маттур салтаксен шăписене тĕпченипе кăна çырлахман хастар шыравçă, кÿршĕ ялсенчи паттăрсене те шырама пикеннĕ. Çапла вара вăл Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăннă Иван Иванович Воронцов (1923), Константин Иванович Галкин (1915), Александр Егорович Егоров (1907) çинчен тĕпчесе пĕлнĕ, Анатолий Герасимович Воронцов (1926) çапăçнă вырăна тупса палăртнă. Кайнлăк ялĕнче пурăннă Иди Шафикович Шафикова (1920) ăçта пытарнине шыраса тупнă. Кунпа кăна çырлахмасть Павел Николаевич, шырав ĕçĕсене малаллах тăсать. Çак кунсенче вăл, сăмахран, хăйĕн хыпарсăр çухалнă кукашшĕн йĕрĕ çине ÿкрĕ. Вăл юлашкинчен Румыни çĕрĕнчи çапăçусене хутшăнни паллă пулчĕ.
Нумаях пулмасть Павел Николаевич тепĕр савăнăçлă хыпар илчĕ. Вăл Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăннă, вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă Василий Семенович Даниловăн шăпине уçăмлатас тесе Воронеж облаçĕнчи Рамонски район администрацине çыру янăччĕ. Халĕ тахçантанпах кĕтнĕ хурав çитрĕ. Унта асăннă салтакăн вил тăприйĕ ăçтарах вырнаçни çинчен тĕплĕн çырса пĕлтернĕ. Ку паллах хыпарсăр çухалнă салтакăн тăванĕсемшĕн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ.
— Хальхи вăхăтра шырав ĕçĕсене ирттерме çăмăлрах: Интернет пулăшать, — палăртать Павел Николаевич. — Çапах та пĕччен пĕчченех çав, хăш чух çĕрĕ-çĕрĕпе компьютер умĕнче кирлĕ информацие шырама тивет.
Анчах та вăл пуçне усмасть: чунĕ ыйтнипе пурнăçлать-çке çак ĕçе. Шырав ĕçĕсене ыттисем те хутшăнасса шанать Павел Николаевич. «Пĕччен суран — типсех пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать», — тенĕ ваттисем. Пĕрле пуçăнса кÿлĕ тăвасчĕ, тăван халăхăн историне уçăмлăх кĕртесчĕ, паттăрсен шăпине манма парас марччĕ. Никама та манман, нимĕн те манăçман, тенине чăна кĕртесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"