АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сайтсем хыпарпа пуянланччăр

07 сентября 2011 г.

2011 çулхи çурла уйăхĕнче Комсомольски районĕнчи ял поселенийĕсен сайчĕсенче 283 хыпар вырăн тупнă. Ку кăтарту иртнĕ уйăхринчен 9,88 процент сахалтарах.

Отчетлă тапхăра тишкерсе тематика тытăмне темиçе тĕп информаци блокне уйăрма пулать: обществăлла пурнăç, культура тата вĕренÿ хыпарĕсем; канашлусем ирттерни çинчен калакан хыпарсем; районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи вырма ĕçĕсене çутатса пани; спорт хыпарĕсем; урăх тематика.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсенче пичетленнĕ информацисен шучĕн тишкерĕвĕ тăрăх малти вырăнсене Элпуç, Хырхĕрри тата Чĕчкен ял тăрăхĕсем йышăнаççĕ. Çапла вара отчетлă уйăхра хыпарсен шучĕпе Чĕчкен ял поселенийĕ пĕрремĕш вырăна тухнă (58 хыпар, утă уйăхĕнче 3-мĕш вырăнта пулнă), иккĕмĕш вырăнта – Хырхĕрри ял поселенийĕ (56 хыпар, утă уйăхĕнче – 1-мĕш вырăнта), виççĕмĕш вырăнта – Элпуç ял тăрăхĕ (54 хыпар, утă уйăхĕнче – 3-мĕш вырăнта).

Шурут ял поселенийĕн сайтĕнче вара 8 хыпар кăна вырнаçтарнă, иртнĕ уйăхринчен 6 сахалрах. Александровка, Комсомольски тата Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕсен сайчĕсенче 9-шар хыпар пичетленнĕ, Кайнлăк ял тăрăхĕн – 10.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсенче кун çути курнă информаци хăйне евĕрлĕ, актуаллă, вырăнлă. Вĕсенче çурла уйăхĕнче иртнĕ пулăмсене çутатса панă.

Отчетлă тапхăрта яланхи пекех асăрхаттарусемсĕр Элпуç, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри, Тукай тата Чĕчкен ял тăрăхĕсем, пысăках мар асăрхаттарусемпе Кайнлăк, Аслă Çĕрпÿел тата Шурут ял поселенийĕсем ĕçленине палăртмалла. Александровка, Асанкасси, Комсомольски тата Урмаел ял тăрăхĕсем сайтсен кирлĕ пĕр пайне те (хыпар хроникисĕр пуçне) тултарман.

Август уйăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чĕчкен ял поселенийĕн сайчĕ республикăра чи малти вырăна тухнă. Статистика кăтартăвĕсемпе ку уйăхра Элпуç тата Чĕчкен ял поселенийĕсен сайчĕсене кĕрекенсен йышĕ чи пысăкки пулнă. Александровка, Кайнлăкпа Комсомольски ял тăрăхĕсен сайчĕсене кĕрекенсен йышĕ вара – чи пĕчĕкки.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика