АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит илекенсем йышлă

07 сентября 2011 г.

«Агропромышленность комплексне аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕпе районти аграрисене, çавăн пекех уйрăм хуçалăх тытакансене, фермерсене ял хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредитсем парасси малалла пырать. 2011 çулхи 8 уйăхра районта пурăнакан 655 çын пурĕ 146 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ, вĕсенчен 227-шĕ – «Россельхозбанк» урлă (65 миллион тенкĕ ытла), 384-ăн Россия Перекет банкĕн Патăрьел уйрăмĕн Комсомольскинчи хушма офисĕнчен (кредит сумми – 79 миллион тенкĕ ытларах). Кредит килĕшĕвĕ тунисенчен ытларахăшĕ выльăх усрамалли витесем тума, юсама, выльăх-чĕрлĕх тата ял хуçалăх техники туянма палăртнă. Çăмăллăхлă кредитлă пулнисем процент ставкисене субсидилеме ирĕк паракан документсене вăхăтра тăратаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика