АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аудиоконференци иртнĕ

10 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕнче «Регионаллă уйрăмăн правленийĕн ларăвĕ» ятпа аудиоконференци иртрĕ. Ăна регионаллă уйрăмăн правленийĕн председателĕ, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Аудиоконференцие Комсомольски район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, районти «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» советăн председателĕ В.И.Пундяков хутшăнчĕç.

Кун йĕркинче 3 ыйту пулчĕ: правлени членĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама хутшăнасси; Ваттисен кунне халалланă «Аслă ăрăва чыс та мухтав» уйăхлăхри мероприятисен планĕ; регионаллă уйрăмăн правленийĕн анлăлатнă ларăвĕн планĕ.

Аудиоконференцие правлени председателĕ В.В.Сапожников ертсе пычĕ.

Чи малтанах вăл пĕрремĕш ыйту çинче чарăнса тăчĕ, А.Г. Шемякина правлени ятĕнчен депутат кандидата тăратнине палăртрĕ. Сасăлава 28 çын хутшăннине пĕлтерчĕ.

Унтан Валерий Васильевич кун йĕркин иккĕмĕш ыйтăвĕ çине куçрĕ. Кунта вăл маларах асăннă уйăхлăх кăçал пиллĕкмĕш хут иртнине палăртрĕ. Патăрьел, Тăвай, Пăрачкав районĕсен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисен Пенси уйрăмĕсен представителĕсем вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕç, ирттерекен мероприятисем çинчен кĕскен пĕлтерчĕç. Çапла вара районсемпе хуласенче ватăсемпе çамрăксен тĕл пулăвĕсене йĕркелĕç, юбилей ячĕпе ватăсене килĕсене пырса саламлĕç, парнесем парĕç. Çавăн пекех ватăсем валли шашка, шахмат турнирĕсем ирттерĕç, юрă-ташă пултарулăх ушкăнĕсене хутшăнтарĕç, вĕсен алă ĕçĕсенчен выставкăсем йĕркелĕç. Унсăр пуçне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш,

Етĕрне хулисенче пенсионерсем валли компьютер клубĕсем ĕçлеме пуçлĕç.

Малалла сăмах кун йĕркин виççĕмĕш ыйтăвĕ çине куçрĕ. Регионаллă уйрăмăн правленийĕн анлă ларăвĕ сентябрĕн 28-мĕшĕнче пуласси паллă пулчĕ. В.В.Сапожников ларăвăн программине уçăмлатрĕ, унта кашни ял тăрăхĕнчен представительсем яма ыйтрĕ. Çапла вара Валерий Васильевич ку мероприятие хутшăнакансене концерт, Шупашкар тăрăх экскурси тата хулари ĕç коллективĕсемпе тĕл пулу кĕтни çинчен пĕлтерчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика