АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ

10 сентября 2011 г.

Пурнăç урапи яланах пĕр майлă кусмасть. Ĕмĕр тăршшĕпе этем хуйхи-нушине те, телей-савăнăçне те çителĕклех курать. Пурнăçри хура йĕр шуррипе ылмашăнать, шурри вара —хурипе. Кашни шурă йĕр телейлĕ самантсемпе асра упранса юлать, хура йĕр пит-куçри пĕркеленчĕксем урлă хăйне палăртса хăварать.

Пĕркеленчĕксен шучĕ те çук пуль Вăрманхĕрри Чурачăк

ялĕнче пурăнакан Анна Архиповна Ятманован. Çăмăл пурнăçран мар ку паллах. Тăманлă Выçли ялĕнче 1931 çулта çуралнăскер, вăрçă ачисен шутне лекнĕ. Ашшĕсем Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕшĕн вăрçă хирĕнче юн тăкнă вăхăтра çак 10—15 çулти ачасемпе хĕрарăмсем çинче пĕтĕм хуçалăх, пĕтĕм çĕр-шыв тытăнса тăнă.

Анна Архиповнăна ашшĕпе тăван мар амăшĕ ÿстернĕ. Тăван амăшне вара вăл пĕлмест те, ас тумасть те, тĕлĕкре те нихăçан та курман. Сакăр уйăхра çеç пулнă пепке асĕнче амăш сăнĕ сыхланса юлайманах çав. Ашшĕ хатĕрлев кантурĕнче вăй хунă, тир пуçтарнă, амаçури амăшĕ вара колхозра ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан Анна Архиповнăн ашшĕне фронта илсе каяççĕ. Пысăк çемье арçын тĕрекĕсĕр тăрса юлать. 4 класс пĕтернĕ Аннана амăшĕ килте ĕçлекен çук тесе шкула çÿреме чарать, колхоза хăйпе пĕрле илсе çÿреме пуçлать.

«Пире, ача-пăчана, колхозран тыррине те нумай паман ĕнтĕ. Çитĕннисем чухлĕ ĕçлеймеççĕ тенĕ пуль», — аса илет Анна Архиповна. Тем те тунă вăл вăхăтра ачасем: тыррине вырнă, çапнă, вăкăрсемпе кĕлте турттарнă, бригадир ăçта хушнă, çавăнта çитнĕ. «Халĕ лайăх — комбайнсем ĕçлеççĕ. Ун чух йăлт хамăр алăпа тунă», — палăртать кинемей.

1954 çулта вăл Вăрманхĕрри Чурачăк каччине Анатолий Михайлович Ятманова качча тухнă. 6 ача çуратнă вĕсем: 5 ывăлпа 1 хĕр. Анчах кунта та инкекĕн хура алли сыхласах тăнă иккен. Иккĕмĕш ывăлĕ 8 çулта чухне шыва кĕме кайнă та путса вилнĕ. Епле тÿссе ирттернĕ çак çухатăва амăш чĕри; Ăна ачисене çухатса курнă çын кăна ăнланма пултарĕ. Ытти ачисем халĕ çемьеллĕ те ĕнтĕ, Комсомольскинче, Шупашкарта пурăнаççĕ. Икĕ ывăлĕ тăван ялтах вырăн тупни савăнтарать Анна Архиповнăна, мăнукĕсене курса хĕпĕртет вăл. Сăмах май каласан, унăн мăнуксем кăна мар, пĕр мăн мăнук та пур.

Çулĕсем самаях пулсан та, Анна аппа кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлать. Пушă вăхăтра алсиш-чăлха çыхать, çăм арлать.

«Мĕн тумалла ĕнтĕ пирĕн ватăсен; Кÿршĕ-аршăпа пуçтарăнса сак çинче ялти хыпарсене сÿтсе яватпăр», — тет вăл кăмăллăн.

Çак кунсенче Анна Архиповна 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пĕтĕм тăван-пĕтенне кĕрекене пуçтарать. Эпир те вĕсен саламĕсем çумне хутшăнатпăр, ăна 100 çула çитме çирĕп сывлăх сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика