10 сентября 2011 г.
Çулсеренех кĕр мăнтăрĕпе республикăра «Кĕркуннехи парне» уйăхлăх иртет. Ку йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăна тавар тăвакансем те, сутакансем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал мĕнле пулĕ вăл; Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕпе Леонид Николаевпа. Вăл пирĕн ыйтусем çине хуравлама хапăлласах килĕшрĕ.
— Леонид Григорьевич, «Кĕркунне парнисем» ярмăркка хула çыннисемшĕн те, ялта пурăнакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи çул вăл мĕнпе уйрăлса тăрать;
— Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче пурăнакансене пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçсем сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçланаççĕ. Шăпах çак кунтан «Кĕркунне парнисем» уйăхлăх тытăнать. Ярмăркка вăхăтĕнче ятарласа хатĕрленĕ суту-илÿ площадкисенче ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем хăйсем туса илнĕ çимĕçсене тÿрремĕнех сутма пултараççĕ. Вырăнти тавар туса илекенсем вара хăйсен продукцине автотранспорт хатĕрĕ çинченех контрольпе касса машинисĕрех сутайĕç. Вырăнсем тÿлевсĕр пулĕç. Яланхи пекех ярмăрккара рыноксенчи тата супермаркетсенчи продукцин хакĕсенчен 15—20 процент йÿнĕрех. Таварсем халăх патне посредниксем, йÿнĕпе илсе хаклăрах сутакансем урлă çитмĕç. Продукци пахалăхĕшĕн ăна ярмăрккана илсе килекенсем яваплă пулĕç. Çавăнпа хула çыннисен иккĕленÿ çуралмĕ.
Кăçал çанталăк ял хуçалăх культурисене тухăçлă туса илме май пачĕ. Çавăнпа та хаксем пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех пулма пултараççĕ. Иртнĕ çулхи ярмăркка вăхăтĕнче çĕр улмин пĕр килограмĕн хакĕ 17—22 тенке çитнĕччĕ. Кăçал Шупашкарти Николаев урамĕнчи пасарта ăна 6—7 тенкĕпе туянаççĕ. Купăста хальлĕхе 3—4, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 6—7, кишĕр 10—14 тенкĕ, сухан 10—11 тенкĕ пулĕ. Ку вăл пĕр михĕрен кая илмесен çеç.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенчи продукцисене сутлăха ăсатас текенсем чылайăн. Хакĕ те хула халăхне тивĕçтермелле.
— Ярмăрккана хутшăнакан тавар сутакансен мĕн çине тимлĕх уйăрмалла?
— Мĕн каламалла-ши ун пирки; Йĕркисем яланхиллех. Çапах та продукци пахалăхĕ тата вăл сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратманнине ĕнентерекен документ пулмалла. Суту-илÿ точкисенче хула администрацийĕн специалисчĕсем ĕçлĕç. Вĕсем вырăнтах сутуçăсем умне тухса тăнă ыйтусене татса пама пулăшĕç.
— Ярмăрккана хутшăнакансене мĕн сĕнетĕр?
— Ял хуçалăх продукцине туса илекен хăй çитĕнтернĕ çимĕçе хăйшĕн тупăшлă сутма, туянакан ăна йÿнĕрех илме тăрăшать. Ăнăçлă сутасси сирĕнтен килет. Тавар туянакана продукцие мĕнле сĕнетĕр çавă пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен пурте илемлĕ чĕркенĕ, хитре, пахалăхлă курăнакан продукцие хаклăрах та туянма хатĕр. Шута илĕр, хăвăр йышăннă вырăнта лотоксем, тавар хумалли хатĕрсем, кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтармалли савăт пулмалла. Суту-илÿ тумалли вырăнсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтеретпĕр.
Ярмăрккана хутшăнакансене ăнăçлă суту сунатăп. Хула çыннисене вара вăхăтра, хăвăра кирлĕ чухлĕ ял хуçалăх продукцийĕ туянса юлма сĕнетĕп.
Источник: "Каçал Ен"