АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ иртрĕ

10 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Донор кунĕ иртрĕ. Унта 61 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем хушшинче тăтăшах юн паракансем те, пĕрремĕш хут килнисем те пулчĕç. Акă сăмахран, Т.Г.Иванова 39-мĕш хут юн пачĕ. М.Н.Алексеева та унран юлмасть, кашни донор куннех хутшăнма тăрăшать. О.Букреева, Р.Басников, Н.Мефодьев вара пĕрремĕш хут çак мероприятие хутшăнаççĕ.

Уйрăмах Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан З.Камальдиновăна палăртса хăварас килет. Унăн упăшки пĕр вăхăтра чирленĕ пулнă, ăна юн ярса çăлса хăварнă. Çавăн чухне хĕрарăм хăйне донорсен ретне тăма сăмах панă. Вăл хамăр районта иртекен донор кунĕсене кашнинчех хутшăннипе кăна çырлахмасть, Шупашкара та юн пама кая-кая килет.

Организацисенчен шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсене палăртса хăвармалла. Вĕсем мероприятие питĕ хастар хутшăнчĕç. Унсăр пуçне больница ĕçченĕсем те чылайăн юн пама кăмăл турĕç.

Донорсен кунне ирттерме пулăшнăшăн районти культурăпа кану çурчĕн директорне С.Н.Журавлева тав сăмахĕ калас килет. Вăл йĕркелесе пынипе мероприяти тивĕçлĕ шайра иртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика