10 сентября 2011 г.
«Заря» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал 345 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем çитĕнтернĕ. Вăхăтра агротехника ĕçĕсем тунă. Хуçалăхри ĕçченсем мĕн çитĕнтернине пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 24 центнерпа танлашать. «Медион-класс» комбайнпа Владимир Евдокимовпа Василий Наумов, СК-5 «Нива» комбайнпа Иван Илларионовпа Петр Краснов ĕçленĕ. Вĕсем тăрăшуллă пулнипе тыр-пула кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ.
Уй-хиртен йĕтем çине Владимир Наумов водитель ГАЗ-53 маркăллă автомашинăпа тырă турттарса тăнă.
Йĕтем çинче ĕç шавĕ пĕр самант та чарăнман. Килнĕ тырра çийĕнчех сăвăрса, алласа тасатса пынă.
Улăма йăлтах пресласа кĕртнĕ. Ку ĕçре Геннадий Артемьев механизатор тăрăшать. Хатĕр тюксене Руслан Наумов турттарса тăрать. Пресланă улăма Владимирпа Иван Сергеев трактористсем купаласа хураççĕ.
Тыр-пултан пушаннă хирсене çийĕнчех сухаласа пыраççĕ. Кунта Юрий Павлов вăй хурать.
Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлесси малалла пырать. Алексей Чекушкинпа Владимир Фадеев механизаторсем тăрăшса ĕçлеççĕ.
— Вăрлăха имçамласа акасшăн. Çитес çул кĕр тыррисем мĕнле тухăç парасси шăпах вăрлăх пахалăхĕнчен килнине питĕ лайăх ăнланатпăр, — тет ял хуçалăх кооперативĕн председателĕн çумĕ Владимир Николаевич Жестянкин. Кăçал кĕр тыррисене кооперативра 250 гектар çинче акма палăртнă.
Хуçалăх выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хальлĕхе 300 тонна утă, 1100 тонна сенаж пур. Ку ĕç малалла пырать.
Хуçалăха аталантарас тесе вăй хураççĕ кунти ĕçченсем. Хавхалану пулсан, ÿсĕмсем пулаççех.
Источник: "Каçал Ен"