АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выставка старт илчĕ

07 сентября 2011 г.

Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тăтăшах мероприятисем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса концертсемпе савăк кăмăл парнелеççĕ.

Акă сентябрĕн 5-мĕшĕнче вĕсен пуçарăвĕпе «Ракурс деятельности» сăн ÿкерчĕксен выставки ĕçлеме пикенчĕ (кун пирки иртнĕ номерсенче çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ). Конкурса графикпа палăртнă тăрăх Элпуç ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем пуçларĕç. Хăйсем хатĕрленĕ рамкăсем ăшне хунă 20 сăн ÿкерчĕке районти культурăпа кану центрĕн фойине вырнаçтарнă. Куракансен виçĕ эрне выставкăра пулса культура ĕçченĕсен ĕçĕсемпе паллашма май пур.

Чи малтанах пухăннисене районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Сергей Журавлев ăшшăн саламларĕ. «Хуть мĕнле мероприятие те пуçлама кăсăк. Эсир вара çулталăка яхăн пыракан конкурса уçрăр»,—терĕ Сергей Николаевич пурне те ăнăçу сунса.

Ун хыççăн район администрацийĕн культура секторĕн тĕп специалисчĕ Зинаида Мельникова сăмах илчĕ. «Районта çавăн пек ырă ĕç пуçарни питĕ аван. Чи лайăх сăн ÿкерчĕксене жюри членĕсем Ака туй уявĕ умĕн палăртĕç»,— терĕ Зинаида Степановна выставкăпа паллаштарса. Çавăн пекех пухăннисем умĕнче Элпуç, Тукай ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Владимир Гордеевпа Ольга Андреева тухса калаçрĕç.

Юлашкинчен пуçтарăннисем умĕнче «Мерчен» ушкăн пĕчĕк концерт лартрĕ. Роза Розова, Минадора Гаврилова, Владимир Павлов тата Иван Анисимов «Эх, юррăм, янăра», «Шыв юхать» юрăсемпе куракансене савăк кăмăл парнелерĕç.

Тепĕр виçĕ эрнерен район çыннисем Хырхĕрри ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем ха-тĕрленĕ сăн ÿкерчĕксемпе паллашĕç.

Районти ял поселенийĕсенче ял сăн-сăпатне илемлетес, культура пурнăçне лайăхлатас тата ытти енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Сăн ÿкерчĕксенче шăпах çав ĕçсене сăнламалла. Пĕр сăмахпа каласан ял поселенийĕсен хăйсен пурнăçне, ĕç-хĕлне туллинрех кăтартса пама тăрăшмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика