АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриян Николаев палăкне уçнă

07 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Андриян Николаев палăкне уçнă. Савăнăçлă мероприяти СССР космонавт летчикĕн, авиаци генерал-майорĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕн çуралнă кунĕнче пулнă. Монумента чăваш халăхĕн маттур ывăлне хисеплесе тата асăнса лартнă. Палăка тума, вырнаçтарма авалхи чăваш йăлипе – нимелле укçа пуçтарнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, космонавтăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Елена Терешкова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова тата сумлă ытти хăнасем пуçтарăннă. «Чăваш Енре çуралса ÿснĕ виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев пире тĕнче шайĕнче палăртма пултарчĕ. Эпир унпа яланах мăнаçланатпăр. 1962 çулта Андриян Григорьевич космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ. 1970 çулта тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут хăпарнă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă çын пулса тăнă. Унăн чысне эпир республикăра та, унăн тăван ялĕнче те, Асăну комплексĕнче те тивĕçлипе упратпăр. Андриян Григорьевич пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан та эпир, чăваш халăхĕ, Улăп паттăра нихăçан та асран кăлармăпăр. Чăваш халăхĕн историйĕ пин-пин çул каялла пуçланнă. Çак тапхăрта кашни чăваш тÿпере хăйĕн çăлтăрне шыранă, çăлтăр ăна телей кÿрессе, пурнăç çулне çутатасса шанса ĕмĕтленнĕ. Шăпах вĕсенчен пĕри вăл – пирĕн Андриян Григорьевич Николаев. Вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă», — пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Леонид Черкесов çак монумент Космонавтика скверĕн пуçламăшĕ пулнине, вăл пирĕн ентешĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсемпе паттăрлăхне кăтартакан символ пулса тăрасса палăртнă. Палăка каçхине çутатса тăрĕç, малашне кунта космос техники тата ытти скульптура композицийĕсем вырăн тупĕç.

Космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова Шупашкар хулинче пурăнакансемпе хăнасене ăшшăн саламланă. «Манăн аттене çакăн пек сума сунăшăн, палăк тума хутшăннăшăн сире пурне те чунтан тав тăватăп. Вăл Чăваш Ене, Шуршăла питĕ юрататчĕ. Çак юратăва мана та хăнăхтарнă, эпĕ вара – хамăн ачасене», — тенĕ вăл.

Монумента Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерей сăвапланă. Уява килнисем паттăрăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика