03 сентября 2011 г.
Наиле Бикбулатовăна Элпуç тăрăхĕнче пĕлме çын та çук. Вăл кунта фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче 1982 çултанпа ĕçлет.
«Наиле аппа вăл – пирĕн вырăнти «васкавлă пулăшу». Ыратнипе, чирленипе кăна мар, сĕнÿ-канаш ыйтма та ун патне çÿретпĕр. Вăл талăкра 24 сехет ĕçре. Мĕншĕн тесен килне те пулăшу ыйтма пыратпăр, кĕсье телефонĕпе те шăнкăравлатпăр», — теççĕ ун пирки.
Наиле Асейнова (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) Челябинск хулинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйи Комсомольски районне 1978 çулта пурăнма куçнă.
«Куçса килсен малтанхи вăхăтсене лайăх ас тăватăп. Вуннăмĕш класра вĕренме пикентĕм. Пĕрремĕш хут чăваш чĕлхине илтсен унăн хитрелĕхĕнчен тĕлĕнтĕм. Паянхи кун чăвашла сутса яма та пултаратăп», — таса чăваш чĕлхипе пуплерĕ Наиле Мингалиевна.
Хирти Явăш вăтам шкулне пĕтерсен Наиле Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен тăван ене таврăнса ФАПра ĕçлеме пуçлать.
Çын сывлăхĕшĕн яваплă пулма çăмăл мар, çавăнпа та ир е каç, çумăр е çил-тăман пулнине пăхмасăр, чирлĕ çын патне çитсе пулăшу памалла. Наиле Мингалиевна чирлисемпе калаçма кăмăллă та ăшă сăмах тупма пĕлни, инкеке лекнĕ çынсене хавхалантарма пултарни ăна кулленхи ĕçре пулăшу парса пынă, пырать те.
— Чирлисем 3 ялтан — Тутар тата Чăваш Элпуçĕсенчен, Хирти Явăшран килеççĕ. Паянхи кун туберкулезпа чирлĕ 7 çын учетра тăрать. Ку чир анлă сарăлма пултарать. Сахăр диабечĕпе 12-ĕн, гипертони, ишеми чирĕсемпе 33-ĕн, гастрит, хырăмлăх язвипе 20-ĕн тăтăшах килсе пулăшу илеççĕ. Çавăнпа чир-чĕре маларах тупса палăртас тĕллевпе çынсемпе профилактикăлла калаçусем ирттеретпĕр. Акă кашнийĕн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла. Сывлăх çинчен маларах шутламастпăр çав, чире иртерех асăрхани, вăхăтра сипленни туллин сывалма май парать, — тăсрĕ калаçăва малалла шурă халатлă ĕçчен.
Виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ Наиле Мингалиевна мăшăрĕпе. Шел пулин те, темиçе çул каялла кил хуçи сарăмсăр çĕре кĕрет.
Аслă ывăлĕ Шамил хăйĕн çемйипе Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Радий Шупашкарта пурăнать. Кĕçĕнни Вагиз вара Иркутск облаçĕнче хĕсметре тăрать.
Çак пархатарлă ĕçре Н.Бикбулатовăпа пĕрле Оксана Николаевна Алексеева ача-пăча медсестри тата Любовь Анатольевна Константинова санитарка тăрăшаççĕ. Коллективри туслăхпа килĕшÿ ĕçре те хастар пулма хистеççĕ вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"