03 сентября 2011 г.
Вăрçă ачисем çинчен эпĕ пĕр хутчен çырнăччĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ чухне вĕсем 18 çула çитмен çамрăксем е пĕчĕк ачасем çеç пулнă. Чылайăшĕн ашшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, теприсен амăшĕ йывăр ĕçе пула вăхăтсăр вилнĕ. Çав вăхăтри ачасем хăр тăлăх çитĕннĕ.
Нумаях пулмасть районта «Вăрçă ачисем» («Дети войны») обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн пуçарса яракан (учредительнăй) пухăвĕ пулнă. Ăна ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ертсе пынă. Вăрçă ачисен шутне 1928—1945 çулсенче çуралнисем кĕреççĕ. Ун пеккисем пирĕн тăрăхра çеç 1 пин çын ытла. Вĕсем паян кун нимĕнле çăмăллăхпа та усă курмаççĕ. Йывăрлăхне вара пайтах курнă, халĕ ватăлнă ĕнтĕ. Вĕсен йышĕ те çулсеренх чакса пырать. Шăпах çавсене пулăшма майсем тупас, пурнăç услови-йĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе правительствăран пулăшу ыйтма йĕркеленĕ те çак обществăлла организацие. Çав çивĕч ыйтусене РФ Патшалăх Думине çитересшĕн.
Районти пухура «Вăрçă ачисем» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ пулма А.И.Турханова, заместительне Г.А.Титова суйланă. Республикăри конференцие А.И.Турханов делегат хутшăнĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков хутшăннă, сăмах каланă.
Çывăх вăхăтрах асăннă организацин Раççейри съезчĕ пулĕ. Унта тĕллевлĕ чылай ыйту пăхса тухма палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"