АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакне пĕлеççĕ, çамрăксене те çавнах хăнăхтараççĕ

03 сентября 2011 г.

Ремис Хамидуллов Тутар Элпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаранах çĕр çинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕскер, çемйипе тăван ялтах тĕпленнĕ, хăйсем çĕнĕ çурт лартнă.

— Хамăр та тăрăшнă, Турă та пулăшнă,— шÿтлерĕ Ремис Раилович. Паянхи кун вăл «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче рабочире ĕçлет. Хĕллехи вăхăтра, хирте ĕçсем пĕтсен, конюхра тăрăшать. Пĕрре те алă усса ларма юратмасть çамрăк мăшăр. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çуллахи вăхăтра пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

Мăшăрĕ, Анастасия Александровна, килте пĕчĕк ачапа ларать. Маттур та пултаруллă хĕрарăм кил хуçи киле таврăннă çĕре тутлă апат хатĕрлет, кил-çурта тирпейлĕхре тытать.

«Çăкăр хакне пĕлетпĕр», — теççĕ Хамидулловсем.

Ансар Шакуров та, Тутар Элпуç каччи, çăкăр хакне мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ÿсет. Вăл çуллахи каникул кунĕсенче «Дружба» ЯХПКра ĕçленĕ. Ансар çак кунсенче парта хушшине ларчĕ. Вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренет. Çар çынни пулма тĕллев лартнă вăл хăй умне, çавăнпа спортпа туслă. Ялта тата районта иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Уйрăмах футболла тата волейболла выляма кăмăллать.

Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă пулнине аван пĕлеççĕ Ремиспа Ансар. Ĕç пулсан телей те пур текен ваттисен сăмахне те яланах асра тытаççĕ вĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика