03 сентября 2011 г.
Ырă ĕçсене тĕрлĕ енлĕ тума пулать. Сăмахран, вулама юратакансен килĕсенче малашне вăл çемьене кирлĕ мар кĕнекесем пулма пултараççĕ. Вĕсемпе паллашнă, темиçе хутчен те алла илнĕ, халĕ тусанланса выртаççĕ пулсан, библиотекăна леçсе пани сирĕншĕн пархатарлă утăм пулнă пулĕччĕ. Çак литературăпа ытти вулакансем те паллашчăр, тавра курăмĕсене ÿстерччĕр.
Акă нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăна районти «Чăвашпичет» киоскĕнче нумай çул вăй хуракан Лидия Владимировна Букреева районти тĕп библиотекăна хăйĕн килĕнчен 160 кĕнеке парнелерĕ. Уншăн вăл чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ. Парнеленĕ кĕнекесем хушшинче классика та, юрату романĕсем те, фантастика та, детективсем тата ытти жанрлă илемлĕ литература та пурччĕ. Вĕсемпе вулакансем хапăлласах паллашасса шанас килет. Ун пек çынсем районта нумай. Библиотекăна килсех тăрăр. Пин хут каланă пулин те, кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулса тăрать. Унпа туслă пулăр, çĕнĕлĕхсене, хăвăр пĕлменнисене пĕлме тăрăшăр.
Районти тĕп библиотекăра хăвăра килĕшекен литературăна яланах тупма пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"