03 сентября 2011 г.
2011 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче «О государственном регулировании производства и оборота этилового спирта, алкогольной и спиртсодержащей продукции» федераллă саккуна тата Россия Федерацийĕн закон тăвакан ытти акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен йышăннă. «Об ограничениях розничной продажи и потребления (распития) пива и напитков, изготавливаемых на его основе» саккун вара хăйĕн вăйне çухатнă.
Россия Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче лицензи парассин пĕр пĕтĕмĕшле йĕркине çи-рĕплетнĕ. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин сайчĕ çинче лицензи илес, ăна тăсас тесен мĕнле документсем кирлине тупса вулама пулать.
Пĕтĕм тĕрлĕ алкоголь продукцине (сăрасăр пуçне) вырăнти вăхăтпа 23 сехетрен пуçласа 8 сехетчен сутма чарнă. Ку чару обществăлла апатлану предприятийĕсене пырса тивмест.
Сăрана 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен алкогольлĕ продукци шутне кĕртĕç.
Саккунăн 16 статйипе алкогольлĕ шĕвексене ваккăн сутассинче уйрăм йĕрке туса хунă. Эрехе ача-пăча, вĕренÿ, медицина организацийĕсенче, спорт объекчĕсенче, вĕсен çумĕнчи территорисенче; — культура учрежденийĕсенче; хулара тата хула тулашĕнче çÿрекен пĕтĕм йышши обществăлла транспортра, чарăну пункчĕсенче (çав шутра метрополитен станцийĕсенче), автозаправкăсенче;
— курттăммăн тата ваккăн сутă тавакан пасарсенче, вокзалсемпе аэропортсенче, çынсем нумай пухăнакан ытти вырăнсенче тата çынсен пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан объектсенче, вĕсен йĕри-таврашĕнче;
— çар объекчĕсенче, вĕсен территорийĕсенче; — стационарлă мар суту-илÿ точкисенче;
— çул çитменнисене сутма юрамасть.
Кунсăр пуçне, çÿлерех асăннă вырăнсенче алкогольлĕ шĕвексене ĕçме юрамасть. Çавăн пекех ытти обществăлла вырăнсенче, çав шутра картишĕнче, подъездра, картлашка çинче, пурăнмалли çуртсен лифтĕнче, ача-пăча площадкинче те эрех ĕçме чарнă.
Источник: "Каçал Ен"