АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРĂХ ÇАНТАЛĂКРА АСĂРХАНУЛЛĂРАХ ПУЛМАЛЛА

07 сентября 2011 г.

Çанталăк шăрăх тăрать. Ку вăхăтра пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк. Массăллă информаци хатĕрĕсенче типĕ курăка чĕртсе янипе дачăсем, пурăнмалли çурт-йĕрсем çунса кайнине пĕлтерсех тăраççĕ. «Турхан» ял хуçалăх кооперативĕнче çакăн çинчен илтмен-шим? Августăн 29-мĕшĕнче кунта пысăк лаптăк çинчи хирти хăмăлсене чĕртсе янă. Унта улăм куписем те пулнă.Мĕнле хăраман? Вут-кăварăн алли вăрăм теççĕ. Эпир ÿркенмесĕрех вырăна тухса куртăмăр. Инçех те мар хуралтăсем вырнаçнă. Йĕтемсем патне çитме темиçе метр анчах юлнă. Кÿршĕри Семеновăн фермер хуçалăхĕн улăм тюкĕсем те инçех мар. Ăнсăртран çил тухсан çулăма унта та вĕçтерсе кайма пултарнă-çке. Юрать-ха ăнăçлă пулнă.

Сухаламан хире улăмран тасатмаллах. Анчах шăрăх çанталăкра ку меслет лайăх тесе шутлама çук. Хирти хăмăл, улăм çунни ял çыннисене те, хир çывăхнерех пурăнакансене уйрăмах сехĕрлентернĕ. Çакна редакцие те пĕлтерчĕç. Хуçалăхăн хăйĕн пушар машини çук-çке. Ăнсăртран инкек сиксе тухсан тÿрех унпа кĕрешеймеççĕ те.

Çак шăрăх çанталăкра вут-кăвар чĕртес тĕлĕшпе тăхтаса тăмалла — инкек куçа курăнса килмест.

Г.Юрьев.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика