03 сентября 2011 г.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, учительсем, ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем те ир-ирех линейкăна пуçтарăнчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пурне те ăнăçу сунчĕ. Каярахпа вара Геннадий Длинов шкул директорĕ сăмах илчĕ.
Уявра тĕп хуламăртан килнĕ хăна, Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев та саламларĕ, вĕренÿре ăнăçу, тăрăшулăх сунчĕ.
Сăмах май, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта кăçал парта хушшине 343-ĕн ларчĕç, вĕсенчен 33-шĕ — пĕрремĕш хут. 32 вĕренекен çитес çул июнь уйăхĕнче аттестат илĕ.
Асанкасси вăтам шкулĕ. Ку шкулта сентябрĕн 1-мĕшĕнче 132 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен 3-шĕ – пĕрремĕш хут. Кĕçĕн классенче вĕсене З.В.Бурмакова пĕлÿ парĕ.
Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейкăна шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А.Катмакова ертсе пычĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, учительсене район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн представителĕ Алексей Яковлев, «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Александр Бахтеров, Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов ăшшăн саламларĕç. Вĕренÿре, спортра маттур вĕренекенсене шкул директорĕ Елена Яндрова Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ. Сăмах май каласан, çак вĕренÿ çулĕ Елена Матвеевнăшăн ыттисенчен уйрăмрах – вĕренÿ пайĕ пултаруллă, пуян опытлă вĕрентекене кăçалтан директор лавне туртма шанчĕ.
Асанкасси вăтам шкулĕнчи педагогсем пурте чылайшар çул ĕçлеççĕ, пуян опыт пухнă. Хими предметне ертсе пыракан Рена Автономова кăçалччен ытти урăх шкулта ĕçленĕ. Информатика учителĕ паян-ыран килмелле.
Ăшă саламсене итленĕ хыççăн çĕнĕ, 2011-2012 вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе янкăс саслă шăнкăрав янăрарĕ. Пĕрремĕш урок — мир урокĕ пуçланчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вара акт залне пуçтарăнчĕç. Кунта пухура ачасене вĕри апатпа мĕнле йĕркепе тивĕçтерессине, шкул форми çинчен тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕ Тамара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн комитечĕн председателĕ Тамара Долгова линейкăна пуçтарăннă ачасемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене саламланă хыççăн иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тунă коллективăн çитĕнĕвĕсемпе шкул директорĕ Анатолий Терентьев кĕскен паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл чи пултаруллă ачасене, вĕренÿре «пиллĕк» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыракансене Мухтав хучĕсем парса чысларĕ. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче мала тухнă вĕренекенсене, конкурссенче палăрнă учительсене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ, малашне те шкул чысне хÿтĕлеме творчествăлла çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ.
Ун хыççăн коллектива тата ачасен ашшĕ-амăшне саламлама çак шкула 1964 çулта вĕренсе пĕтернĕ Александр Сугоров сăмах илчĕ. Сыктывкарта «Зырянские ведомости» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлекенскер, уявра сăмах тухса калакансене тата шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ.
Педагогика ветеранĕсене те аса илмесĕр хăвармарĕç. Мероприятире нумай çул вĕренÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă, халĕ тивĕçлĕ канурисене, Николай Давыдов, Виссарион Андреев, Николай Атласкин, Тит Титов, Владимир Константинов, Николай Краснов тата ытти учительсене те паллăсем парса чысларĕç.
Малалла пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан 41 ачана кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухакан Айнур Минибаев, Диана Тимофеева, Наталия Галкина тата Иван Ефремов шкул хатĕрĕсем тата грамотăсем парса хавхалантарчĕç. Пĕрремĕш класа килнисем вара аслă классенче вĕренекенсене лайăх вĕренессине, учительсене итлессине шантарса каларĕç, сăвăсем вуларĕç.
Ун хыççăн пуçламăш классенче вĕрентекенсем – Елена Сереброва (1-мĕш «а» класс) тата Ольга Матвеева (1-мĕш «б» класс) сăмах каларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. Кăçал пĕрремĕш хут шкул алăкне уçнă ачасен амăшĕсем Людмила Исаевăпа Лариса Попова ăшă сăмахсемпе пурне те саламларĕç, вĕре-нÿре пĕр-пĕрне ăнланма, шухăш-кăмăла туйма ăнăçу сунчĕç.
Екатерина Свининапа Иван Ефремов (11-мĕш «б» класс) тата Арина Павловăпа Даниил Саванин (1-мĕш «а» класс) уява килнисене «Самое первое сентября» юрă парнелерĕç.
Савăнăçлă мероприяти шăнкăрав сассипе вĕçленчĕ. Ăна янратма пĕрремĕш класра вĕренме пуçланă Ольга Галкинапа Аркадий Векова тата 11-мĕш класра пĕлÿ пухма пикеннĕ Татьяна Самуковăпа Владимир Дяткина шанчĕç.
Уяв программине Карина Долговăпа Сергей Горобец ертсе пычĕç.
Линейка хыççăн пĕлÿ пухакансем классене саланчĕç, вĕсемпе педагогсем мир урокĕсем йĕркелерĕç.
Кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă ачасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков та мир урокĕсем ирттерчĕ.
«Учительсем вĕсем — çут тĕнчери чи пархатарлă професси çыннисем. Вĕсем пĕлÿ тĕнчин чи пысăк вăрттăнлăхĕсене алла илме, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ», — терĕ Геннадий Федорович юлашкинчен, пурне те мирлĕ пурнăç сунса.
Каярахпа район администрацийĕн пуçлăхĕ шкулта юсав ĕçĕсем епле пынипе те паллашрĕ, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче кăçал 130 ача парта хушшине ларчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче унта савăнăçлă лару-тăрура пĕлÿ кунне паллă турĕç. Пухăннисене Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, Комсомольски культурăпа кану центрĕн директорĕ Сергей Журавлев, «Сюрбеево» ОООн ертÿçи Ремис Мансуров тата ыттисем саламларĕç.
Линейка хыççăн кашни класрах «Уроки мира» темăпа класс сехечĕсем иртнĕ.
Анат Тимĕрчкасси пĕтĕ мĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Пĕлÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уяв РФ, ЧР Патшалăх Гимнĕсем янăранипе пуçланчĕ.
Шкул директорĕ В.А.Муллин вĕренÿ отличникĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. К.А.Капитонова вара вĕсене укçан преми пачĕ, малашне те хастар пулма ăнăçу сунчĕ.
Район администрацийĕн представителĕ Н.А.Белков салам сăмахĕсемпе пĕрлех шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес енĕпе иртнĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннăшăн Хисеп грамоти парса чысларĕ.
«Луч» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.М.Иванов та ачасем умне пушă алăпа тухмарĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче палăрнисене парнесем пачĕ. Тукай ял поселенийĕн представителĕ Е.Г.Ефимова ачасене аван вĕренме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н.Н. Крылова, Т.В.Плешкова тухса калаçрĕç.
Пуçласа парта хушшине ларакансем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вĕсем 8-ăн пулчĕç. Пĕчĕккисене тăххăр-мĕшсем саламларĕç, вĕренÿре малти ретре пулма сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"