АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк укçан хÿри кĕске

31 августа 2011 г.

Çуллахи вăхăт ял çыннишĕн уйрăмах канăçсăр тапхăр. Кил-çурт таврашне юсаса çĕнетмелле е çĕнĕрен купаламалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле, пахча çимĕçне ÿстермелле. Пĕтĕм йывăрлăх ытларах хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенет.

Паллах, мăшăрĕсем те ĕçе хутшăнмасăр тăмаççĕ. Арçынсем пысăк укçа илессишĕн аякка тухса каяççĕ.

Кĕсье тĕпĕ шăтăк пулсан мĕн тăвас тенине пурнăçлаймăн ĕнтĕ. Хамăр тăрăхра ĕç çук тенине хăнăхрăмăр. Ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ хака ларнăран фермăра, уй-хирте тăрăшакансен шалăвĕ савăнмаллиех мар çав. Ар-çыннăн вăйлă алли таçта та кирлĕ. Çавăнпах чăвашсемшĕн Мускав Шупашкартан та çывăхрах пулса тăнăн туйăнать. Раççейĕн тĕп хулинче кам кăна çук-ши? Пурне те йышăнать вăл. Кунти аслă пĕлÿллĕ специалист унта дворника, хуралçа вырнаçса 20 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илнишĕн питĕ савăнать. Ара, уйрăмлăхĕ пĕчĕк мар çав. Чăваш Енре 5 пин тенкĕ шалу илекен хăйне телейлĕ туять тесе калаймăн. Пур-çук укçа-тенке ниçта хума аптрамалла. Çавăнпа инçете ĕçе тухса каякансене пĕртте айăплас, хурлас килмест. Вĕсене те çăмăл мар. Çемьерен аякра, çур талăк ытла йывăр ĕçре... Чăваш çынни сăпайлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнăран ăна пур çĕре те йышăнаççĕ. Сывлăх, пуласлăх çинчен шутлама хальлĕхе вăхăт çук.

Пирĕн çĕр-шывра 6 млн. çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Çак вăхăтрах ытти çĕр-шывсенчен килекен миллион-миллион мигрант пысăк хуласенче вăй хурать. Конвертпа илекен шалу хăш чухне шанчăклă пулмасан та пултарать. Ку йăлтах хуçа кăмăлĕпе çыхăннă. Йÿнĕ ĕç вăйĕ пурне те кирлĕ. Мускавăн пуян çыннисем кама мĕнле йышăнса тарçă туса хурассине пĕлсе çитрĕç. Вĕсен хăйсен саккунĕ. Килĕшмесен пĕр пуссăр та кăларса яраççĕ.

Килтен аякра пурăнакан сывлăхĕ хавшама пуçланине туйма тытăнать. Паллах, канусăр, кирлĕ условисемсĕр ĕçлени вăхăт иртнĕçемĕн хăй çинчен систеретех. Инкеке лекекенсем тата мĕн чухлĕ! Çын пурнăçĕ çип çинче çакăнса тăрать çав. Тăван килтен ашшĕ-амăшĕ патвар та вăйлă, сывă çамрăка инçете ăсатса ярать, каялла тупăкра килекенсем те пур ... Кун пек тĕслĕхсем тăтăшах пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Çапла, пысăк укçан хÿри кĕске. Аякра çÿрекен арçын-хĕрарăм ăсĕнче, пуçĕнче хушăран темле шухăш та çаврăнать пуль. Килте юлакансем инçетрисене шанмаççĕ, лерисем — кунтисене.

Ахальтен мар пуль юлашки çулсенче ерекен тĕрлĕ чирсем сарăлма пуçларĕç. Йĕркеллĕ арлă-арăмлă пурнăç йĕркине тытманранах СПИД анлăн та хăвăрттăн сарăлать. Хамăр районтах унпа чирлисене 9 çынна шута илнĕ. Вилĕм патне хамăр утăм тусах çывхаратпăр-çке капла. Çемьере арăмĕ е упăшки çак чĕмерене çаклатсан, тепри унран ниепле те хăтăлаймĕ. Вара ним айăпсăр чунăн та леш тĕнче пирки ирĕксĕрех шухăшлама тивет. Çапла шухăшласа илетĕн те — ытла та хăрушă пулса каять.

Аякка ĕçлеме çÿрекенсен психики улшăнни сисĕнет тата. Тăван киле таврăнсан виçине пĕлмесĕр эрех-сăра ĕçекен те чылай.

Çемьерисене кÿрентерсе пĕтереççĕ, алă çĕклеме ÿркенмеççĕ. «Пысăк» укçа илсе килекенĕн нуши-тертне тÿсмеллех çав.

Шупашкартан Комсомольскине çитме çывăх мар. Ирхи рейса Газель çине пысăк сумкăллă 6 арçын ларчĕ. Аякран килни пăхсах паллă. Хăйсем ывăннă, пичĕ-куçĕ шыçăннă. Ларса килекен ытти пассажирсене вĕсемпе пĕртте çăмăл мар. Калаçăвне итлесе тарăхни çеç мар, вĕсен сывлăшне чăтма çук! Çапла нушаланса вырăна çитрĕм-çитрĕмех.

Вĕсене вара килте ытарайми мăшăрĕсем чăтăмсăр кĕтеççĕ. Тен, чунĕпе сехĕрленеççĕ, хăраççĕ...

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика