31 августа 2011 г.
«Канма пĕлни çителĕксĕр. Кашни çыннăн пурнăçра хăйне валли çиме çăкăр та ĕçлесе илме пĕлмелле», — тет 11-мĕш класа куçнă Оксана Чумакова. Вăл кăçал та çăвĕпех «Çĕр улмие мухтав» агрофирмăра ĕçленĕ.
Оксана Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухать. Хĕр ача пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать.
Пĕлтĕр вăл Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулне пĕтернĕ. Ташлама кăмăллаканскер, «Островок» ушкăнпа тĕрлĕ регионсенче пулса нумай конкурса хутшăннă.
«Ташлама питĕ юрататăп. Ташă вăл ритмикăна, пиçĕлĕхе, çыпăçулăха, туйăмлăха пĕрлештерет. Концертпа кайнин асăмра юлнисенчен пĕри вăл – кăçал Мускавра пысăк сцена çине тутар халăх ташшипе тухни. Куракансем тăвăллăн алă çупрĕç, пуç тайма темиçе хутчен те тухрăмăр. Чăннипех те Мускав мана тыткăнларĕ. Çавăнтанпа-и, тен, вĕренме те тĕп хулана кайма ĕмĕтленетĕп»,— пĕлтерчĕ хăйĕн кăмăлне О.Чумакова.
Хĕр ачан амăшĕ, Ирина, «Çĕр улмие мухтав» агрофирмăра чылай çул бригадирта ĕçлет. Маттур хĕрарăм Оксанăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. «6-мĕш класс пĕтерсенех уй-хире çĕр улми пуçтарма çÿрерĕм. Аннене пулăшма пĕчĕкренех тытăнтăм, çавăнпа та коллективри çынсене пурне те пĕлетĕп, паллатăп. Вĕренме каймалли хатĕрсене хамах ĕçлесе илетĕп. Урăхла каласан, шкул сумккине хамăн укçапа тултаратăп»,— терĕ Оксана малалла ĕçе пикенсе (ытти çынсемпе сухан суйлатчĕ).
Тăрăшуллă хĕр ача пушă вăхăтра сăн ÿкерчĕксем тума юратать. Ăна хаклаканĕ – класс руководителĕ Альбина Вячеславовна Мухина.
«Ку сана мĕн парать?» — ыйтрăм чăтаймасăр Оксанăран. «Çыннăн пур енĕпе те аталанмалла. Хĕр ачан вара – уйрăмах. Ÿссен, ача-пăчалансан, вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулма тăрăшмалла. Ним те тума пĕлмесен эпĕ вĕсене мĕне вĕрентĕп-ха?» — тăсрĕ вăл калаçăва малалла.
Оксана хăй мĕнле профессие суйласа илессе пĕлмест.
— Тĕллевсĕр пурăнмастăп, аслă пĕлÿ илес ĕмĕт пĕрремĕш вырăнта. Çынсемпе ĕçлеме юрататăп. Хамăн пурнăçа кирек мĕнле профессипе çыхăнтарсан та – манра çынлăх пулмаллине аван чухлатăп,— терĕ хĕр ача. Тĕрĕс тĕллевлĕскере ăнăçу пултăр.
Источник: "Каçал Ен"