АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе малашнехи тĕллевсем

31 августа 2011 г.

 

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн районти педагогсем йăлана кĕнĕ конференцие пуçтарăнаççĕ. Кăçал вăл августăн 26-мĕшĕнче «Комсомольски районĕн вĕренÿ тытăмне çĕнетсе тата аталантарса пыма право енĕпе майсем туса парасси» темăпа иртрĕ. Унăн ĕçне Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем — федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпроммежрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов — хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Аркадьевич Максимов иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе малашлăх тĕллевĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Пурнăç таппи паянхи кун «Вĕренÿ çинчен» 1992 çулта йышăннă федераллă саккуна çĕнĕрен пăхса тухма хистет. Унăн проектне сÿтсе явасси пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе çĕр-шывĕпех активлă пулса пырать. Пирĕн районти шкулсем те ку ĕçрен айккинче тăмаççĕ.

2010—2011 вĕренÿ çулĕ пысăк пулăмсемпе палăрчĕ. РФ Правительстви пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмне модернизацилеме тĕллевлĕ укçа-тенкĕ пулăшăвĕ çинчен питĕ кирлĕ йышăну турĕ. Çитес 3 çулта федераллă центртан регионсене 120 млрд. тенкĕ укçа кĕмелле. Пулăшу шкулсен пурлăхпа техника базине çĕнетсе пуянлатма май парĕ. Ку енĕпе çĕр-шыв бюджетне улшăнусем кĕртнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех РФ Правительстви педагогсен шалăвне ÿстерсе кашни регионăн экономикин вăтам шайне çитерме тĕллев лартрĕ.

Шкул çулне çитмен ачана пур енлĕн аталантарасси тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Çак ÿсĕмрисене вĕренÿпе тивĕçтерессипе районта ĕçсем малалла пыраççĕ. Халĕ пурĕ 6 ача сачĕ пĕчĕккисемшĕн кунсерен ĕçлет. 15 шкулта ачасене кĕске вăхăтлăха йышăнакан 18 ушкăн йĕркеленĕ. Районти 1—6,5 çулсенчи 760 ачана шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтернĕ. Ку вăл 47 процентпа танлашать. Ача сачĕсенче пурпĕрех вырăн çитмест. Çакă çивĕч ыйту. Хальлĕхе 443 ача — черетре. Апла пулин те йывăрлăхсене, чăрмавсене пĕтерме тăрăшатпăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Александровка тата Чĕчкен тĕп шкулĕсенче пĕчĕккисем валли 25 вырăнлăх ушкăнсем уçрăмăр. Кăçал Тукай Мишер вăтам шку-лĕнче ку ĕçе йĕркеленĕ. Çитес вăхăтрах Хырхĕрри тĕп шкулĕ çумĕнче (Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче) 20 ача çавăн пек ушкăна çÿреме пуçлĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 25 ача валли иккĕмĕш ушкăн уçассине те плана кĕртнĕ.

«Колобок» (Хирти Явăш), «Солнышко» (Кĕçĕн Çĕрпÿел) ача сачĕсенче те хушма ушкăнсем уçăлса пырĕç.

Паллах, мĕн тунипе çырлахмастпăр. ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине хамăр енчен сĕнÿсем тăратрăмăр. Пирĕн шухăшпа, Кĕçĕн Каçал тĕп шкулĕ пулнă, Нĕркеç, Анат Тимĕрчкасси, Аслă Чурачăк ялĕсенчи пушă çуртсене тата туса çитермен ача сачĕсене çине тăрсан хута яма пулать.

Шкул çулне çитмен ачасемпе 66 педагог, вĕсенчен 33 проценчĕ аслă, 67 проценчĕ профессиллĕ вăтам пĕлÿллĕ, ĕçлет.

2011—2012 вĕренÿ çулĕ пуçланать. Халĕ районта пурĕ 21 шкул: 12-шĕ — вăтам, 6-шĕ — тĕп, 3-шĕ — пуçламăш. 2002 çултанпа ку таранччен вĕренекенсен шучĕ чакнине пула 15 шкула реструктуризациленĕ, вĕсенчен 10-шне хупнă.

Кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем — хальлĕхе ку кăтарту 250 вĕренекен.Тепĕр ыйту та пире пăшăрхантарать. 9 класс пĕтернисем ытти вĕренÿ заведенийĕсене (колледж, техникум, лицей, училище) вĕренме кайни шкул ачисен шутне самаях чакарать. Кунта ППЭ витĕмĕ палăрать. Ачасенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенчен шикленнине туятпăр.

Вăтамран кашни класра районĕпе 16 ача (республикăра ку кăтарту ялти шкулсенче — 15,6), пĕр учителе 10,1 вĕренекен лекет (республикипе — 11).

Районти база шкулĕсене 27 ялтан 12 автобус 709 ачана турттарать. Кивĕ техникăна çĕнетесси аван пулса пырать. Шурут вăтам шкулне çĕнĕ автобус çитнĕ.

Пур шкул та пĕр сменăпа ĕçлет. Вĕсем пурте лицензи илнĕ, аккредитаци тухнă.

Иртнĕ вĕренÿ çулне 3264 ача пĕтернĕ. Вĕсенчен 439-шĕ (15 процент) — отличниксем, 51,95 процент — ударниксем.

9-мĕш класс вĕренсе пĕтернисем алгебра тата вырăс чĕлхипе çĕнĕ формăпа обязательнăй экзаменсем тытрĕç.

Биологи, физика, хими, географи, истори, обществознани, информатика, акăлчан чĕлхи, литература, чăваш чĕлхи предмечĕсене хăйсен ирĕкĕпе суйласа пĕлĕвне тĕрĕслекенсем те чылай

пулчĕç. Экзаменсене пурте ăнăçлă тытнă. 40 аттестат отличипе илме тивĕçнĕ.

Вăтам шкул программине вĕçлекенсем ППЭ тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. 11 предметпа, вĕсенчен иккĕшĕ — вырăс чĕлхипе математика — обязательнăй йĕркепе экзаменсем тытрĕç.

Вырăс чĕлхипе 240 выпускник пĕлĕве тĕрĕслерĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ĕçе пурнăçлайман, çавăнпа аттестат илеймен. Ку предметпа вăтам балл — 61,91 (республикипе — 63,9).

Комсомольски 1№-лĕ, 2№-лĕ, Çĕнĕ Мăрат, Урмаел, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсен кăтартăвĕсем лайăх.

Математика предмечĕпе 239 ача экзамен тытрĕ. Вăтам балл — 54,95 (республикипе — 54). Урмаел, Комсомоль-ски 1№, 2№-лĕ,Тукай Мишер, Асанкасси, Нĕркеç вăтам шкулĕсен балĕсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах.

12 вăтам шкулăн юлашки 4 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх рейтингра пĕрремĕш вырăнта Комсомольски 2№-лĕ, ик-кĕмĕшĕнче — Тукай Мишер, виççĕмĕшĕнче — Урмаел тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсем.

Выпускниксенчен 20-шĕ ылтăн медале, 13-шĕ кĕмĕллине тивĕçнĕ.

Çулсерен районта олимпиадăсем иртеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 21 предметпа пулнă вĕсем. Вĕсене 1729 ача хутшăннă. Малти вырăнсем ытларах Комсомольски 1 №-лĕ (70 вырăнтан пĕрремĕшĕсем — 23), Нĕркеç (30 призер), Аслă Чурачăк (26), Хырай Ĕнел (25), Хирти Мăнтăр (24) вăтам шкулĕсен. Тĕп шкулсенчен чи малти — Чĕчкен (22) шкулĕ. Александровка (18), Хырхĕрри (16) шкулĕсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Пирĕн вĕренекенсем республика шайĕнче те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Настя Антонова (2-мĕш шкул, 11-мĕш класс), сăмахран, виçĕ предметпа 3 хутчен призер пулса тăчĕ. Ксения Ложкова (Шурут, 11-мĕш класс) биологипе тарăн пĕлÿ кăтартрĕ. Вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Саша Федорова (Хырхĕри тĕп шкулĕ,

9-мĕш класс) КРКпа 3-мĕш пулма пултарчĕ. Çавăн пекех чăваш тата тутар чĕлхисемпе

иртнĕ олимпиадăсен пĕтĕмлетĕвĕсем те савăнтарчĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕсенчи воспитани ĕçне те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Класс ертÿçисем те пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма шкулсене тухса çÿреççĕ. Юлашки 2 çулта 20 класс руководителĕ, аслă 4 вожатăй, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен 4 çумĕ ятарлă курссенче пулса пĕлĕвне ÿстернĕ. Информатикăпа методика центрĕн пуçарăвĕпе çулсерен «Çулталăк учителĕ» конкурс иртет. Ку хутĕнче çĕнтерÿçĕ — Наталия Николаевна Салмина (Комсомольски 2№-лĕ шкул). Призерсем вара — Гульнара Джаудатовна Зарипова (Тукай Мишер) тата Ирина Алексеевна Соловьева (Комсомольски 1№-лĕ вăтам шкулĕ).

Çавăн пекех класс ертÿçисен конкурсĕ те йăлана кĕчĕ. Район тапхăрĕнче 33 педагог вăй виçрĕ. «Чи лайăх класс ертÿçи» ята пуçламăш звенора Маргарита Витальевна Кондратьева (Комсомольски 1"-лĕ вăтам шкулĕ), вăтам звенора Александр Николаевич Николаев (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ), аслă звенора Надежда Яковлевна Боровкова (Комсомольски 2"-лĕ вăтам шкулĕ) тивĕçлĕ пулчĕç.

Воспитани ĕçĕ ачасен канăвне, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине, вĕсен сывлăхне упрассине, çирĕплетессине йĕркеленинче те курăнать. Çуллахи каникулта 20 шкул çумĕнче лагерьсем ĕçлерĕç.

çумĕнче лагерьсем ĕçлерĕç. Унта 726 ача канчĕ. Кунсăр пуçне 131 вĕренекен роайон тулашĕнчи тĕрлĕ лагерьте сывлăхне çирĕплетрĕ. 36 ача санаторипе курорт сиплевĕнче пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика