31 августа 2011 г.
Канаш почтамчĕн Комсомольскинчи почта çыхăну уйрăмĕн çурчĕ район çыннисен куçĕ умĕнче çĕнелсе илемленчĕ. Темиçе уйăхра кунта питĕ пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çурта тĕпрен юсанă хыççăн «Почта России» клиенчĕсене кунта кĕрсе çÿреме те кăмăллă. Почтăра тăрăшакансен ĕç условийĕсем те палăрмаллах аванланнă. Халь ĕнтĕ административлă çурт шалтан та, тултан та «Почта России» ФПУП фирма стилĕпе килĕшсе тăрать.
Иртнĕ эрнекун, августăн 26-мĕшĕнче, юсаса çĕнетнĕ почта уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре районта пурăнакансем, хăнасем те йышлăн хутшăннă. «Почта России» ФПУПăн Чăваш Енри управленийĕн директорĕ Светлана Тимофеева хăйĕн саламлă сăмахĕнче почта уйрăмне реконструкцилени социаллă инфраструктурăна пысăк тÿпе хывниех пулнине палăртнă. Район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев «Почта России» ĕçченĕсене çакăн пек парнешĕн тав тунă. Вĕсем çакăн пек илемлĕ те хăтлă çурта çынсем нумайрах çÿреме, почта уйрăмĕ паракан пулăшусемпе ытларах усă курасса шаннине пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"