31 августа 2011 г.
Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Хирти Выçлири библиотека пункчĕ 17 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Вĕсен хушшинче — район хаçачĕ «Каçал ен», республикăра тухса тăракан «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем тата «Самант», «Тетте» журналсем.
Тыр-пул пуçтарнă вăхăтра библиотека заведующийĕ Роза Розова çĕнĕ хыпарсемпе йĕтем çинче ĕçлекенсем патне çитет. Çавăн пекех тинтерех тухнă кĕнекесемпе паллаштарма та вăхăт тупать. Акă иртнĕ кунсенче Роза Федоровна «Дружба» ЯХПК ĕçченĕсене Николай Симоновăн «Телейне кура шăпи» произведенийĕ çинчен каласа пачĕ. Ял çыннисем унăн ĕçĕпе кăмăллă.
Источник: "Каçал Ен"