31 августа 2011 г.
Çĕр ĕçченĕшĕн вăрлăх — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Пулас тухăç унран нумай килет. Нĕркеçри сортсем сăнакан участок тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерет. Вĕсем пирĕн климат условийĕсенче мĕнле ÿснине, мĕнле тухăç панине сăнаса тăрать.
Сортсем тĕрлĕрен. Пурне те асăнса пĕтерме чылай çырмалла. Кăçал акă 29-шĕ кĕрхи туллăн, 16-шĕ урпан, 16-шĕ сĕллĕн, 4-шĕ викăн, 11-шĕ пăрçан сорчĕсем пулнă. Вĕсене акса ÿстернĕ, ÿснĕ вăхăтра сăнаса тăнă. Çавăн пекех рапспа, кукурузăпа та ĕçленĕ. Çĕр улмин 40 сорчĕ пурте тенĕ пекех кăçал япăх мар тухăç панă. Купăстан ир пулакан 6 сортне, кайран пулакан 14 сортне лартнă. Кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн 9-шар тĕсне çитĕнтереççĕ.
«Вĕсен тухăçĕ пирки, пахалăхĕ çинчен хальлĕхе чарăнса тăмăпăр. Тишкермелле, кăтартусене тĕплĕн тĕрĕслемелле»,— терĕç агрономсем. Эпир пынă чухне кунти ĕçченсем кĕрхи культурăсемпе ĕçлетчĕç, 15 сорт кĕрхи тулă, 13 сорт ыраш акма палăртнă.
Сортсем сăнакан участокăн 90 гектар çĕр пур. Унта çÿлерех асăннă культурăсене акса-ларт-са ÿстереççĕ. Хăш сорт мĕнле тухăç панине кура вĕсене хуçалăхсенче туса илме сĕнеççĕ.
Сортсем сăнакан участока Георгий Сергеевич Чернов ертсе пырать. Хирте Юрий Андреев, Ольга Антонова, Надежда Чернова вăрлăха тараса çине хурса виçсе нормăлатчĕç, акма хатĕрлетчĕç. Александр Долговпа Вячеслав Докторов механизаторсем икĕ тракторпа акса пыратчĕç. Ака ĕçĕнче Галина Ефремовăпа Валентина Голыева пулăшатчĕç.
Районта сортсене сăнакан участок кирлех. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те, уйрăм хуçалăхсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр тăрăхра вăл е ку культура епле тухăç панине, мĕнле условисенче çитĕннине пĕлни кирлех.
Источник: "Каçал Ен"