АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клиентсене тутлă апат çитерессишĕн тăрăшать

27 августа 2011 г.

Райцентрти «Кĕтне» кафере апатланман çын та юлман пулĕ. Кăнтăрла вăхăтĕнче унта черет те пысăк. «Апатне тутлă пĕçереççĕ. Менюра тĕрлĕрен салат, яшка пур. Ăш хыпнине ирттерме чей, кофе, напиток, сок, компот, квас сĕнеççĕ»,— теççĕ апатланакансем.

Кăмăлпа ĕçлеме тăрăшаççĕ çакăнти поварсем. Вĕсен опычĕ те пысăк. Акă Султания Тазетдинова 40 çул вырăна улăштарми ĕçлет кунта.

Плита çинчи пăсланса вĕрекен яшка кастрюлĕсене пĕрин хыççăн теприне темиçе те пырса пăтратрĕ Султания Рахимовна. Салачĕсене те хитре касса турилккесем çине хурса тухнă. «Кунта тăтăшах çÿрекенсем мĕнле яшка юратнине те пĕлсе çитнĕ. Апатне техĕмлĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр»,— терĕ 4-мĕш разрядлă повар. Кунта пĕрре çул хывнă çынсене камăн ытти столовăйсене ярас килтĕр;

Султания Азизова (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) Урмаелĕнчи вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илсенех Комсомольскинчи столовăйра ĕçлеме пикеннĕ. Пирвайхи кунсенчех ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă. Аслисен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнă вăл.

Султания Рахимовна пенсие тухнă пулсан та хăнăхнă, килĕшекен ĕçе пăрахма шутламасть. «Ачасем ÿссе çитĕннĕ, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ»,— тет асанне те, кукамай та пулма ĕлкĕрнĕскер.

Мăшăрĕпе, Ринат Давлетшиновичпа, шăкăл-шăкăл калаçса, ăнланса пурăнаççĕ. «Урăхла пулма та пултараймасть. Кафере туйсем, юбилейсем ирттеретпĕр. Хăш чухне сĕм çĕрлечченех ĕçре пулма тивет. Çемьере килĕшÿ, ăнлану пулмасан каçа юлса ĕçлеме май та çук»,— терĕ С.Тазетдинова.

Нумаях пулмасть туслă мăшăр Ринат Давлетшиновичăн кĕçĕн ывăлне Рамила çар службине ăсатрĕ.

«Пуян хĕрарăм эпĕ. Мăшăрăн ачисене те хамăн ачасем пекех юрататăп. Туслă, килĕшÿллĕ çемьерен тата мĕн хакли пур;»— пĕлтерчĕ хăйĕн кăмăлне хĕрарăм.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика