27 августа 2011 г.
Юлашки кунсенче, питĕ шел пулин те, вилнĕ юлташсене юлашки çула ăсатмалла пулчĕ. Вĕсен пурăнмаллаччĕ те пурăнмаллаччĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçра кĕтмен пăтăрмахсем сахал мар пулаççĕ, инкек-синкекĕ те, чир-чĕрĕ те...
Масар çине кайсан яланах маларах палланă çынсен вил тăприйĕсем çине çитсе куратăп. Кашнин умĕнче чарăнса тăрса шухăша путатăп, вĕсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илетĕп. Нума-йăшĕн вил тăпри çине палăксем лартнă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, чечексем ешереççĕ. Шел пулин те, урăхла ÿкерчĕксем те куратăп. Метр çÿллĕш ÿссе кайнă курăксем хушшинче камăн вил тăпри пулнине пĕлме çук. Пырса пăхакан та çук-шим;
Нумай çул каялла эпĕ Эстонире тата Латвире пулнăччĕ. Унти илемлĕ вырăнсене курса çÿренĕ май масарсене кĕрсе пăхрăм. Унта паркри пек илемлĕ, тирпейлĕ. Сыввисем кашни эрнере тенĕ пекех масар çинче пулаççĕ, чечексене шăвараççĕ, вил тăприсем çинчи çум курăка тасатаççĕ. Мана кăсăклантаракан тепĕр ыйту пулчĕ. Тăванĕсем çук пулсан кам пăхса тăрать-ха вил тăприсене; Вилнĕ çыннăн кÿршисем иккен. Юнашар пурăннисене темиçе çултан та манмаççĕ, асра тытаççĕ. Эпир вара пĕрле пурăннă, ĕçленĕ çынсен вил тăпри çине те çитсе курмастпăр. Çывăх тăванĕсем те пулмаççĕ. Мĕншĕн манса каймалла вĕсене; Пурте хăçан та пулин масар çине каятпăр-çке. Çынна икĕ ĕмĕр паман. Çÿлерех çырни ман шухăш кăна. Урăххисем унпа, тен, килĕшмĕç те.
Сăмах май çакна хушса каласшăн. Кашни ялтах вăрçăра вилнисене асăнса палăксем лартнă. Анчах та вĕсене пур çĕрте те пăхса тăмаççĕ. Çум курăк алхасать, палăкĕсем вăхăт иртнĕ май тĕссĕрленнĕ те.
Хамăр хушăра пурăннисене манас марччĕ.
Пăшăрхантаракан тепĕр япала вăл — ашшĕ-амăшне, çывăх çыннисене асăнма пынă çынсем эрех е сăра кĕленчисене унтах пăрахса хăварни. Сăваплă вырăна варалатпăр-çке.
Источник: "Каçал Ен"