АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен – пуласлăх никĕсне хывакан

27 августа 2011 г.

...«Ĕмĕр ирттересси — уй урлă каçасси мар»,— тенĕ ваттисем. Ку тĕп-тĕрĕс. Этем кун-çулĕ пĕр тикĕс килмест. Çапах та иккĕн иккĕнех çав. Ахальтен-им, кайăксем те мăшăррăн вĕçеççĕ.

Умри тумхахсене парăнмасăр ĕмĕре пĕрле ирттерекенсем чăннипех те хисепе тивĕç. Шăпах çавсем пек туслă мăшăрсенчен пĕри вăл – Комсомольскинче пурăнакан Нина Александровнăпа Гаврил Афанасьевич Черновсен çемйи. Иккĕшĕ те — педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

Кашни çын пурнăçĕнче вĕрентекен пысăк йĕр хăварать. Акă 20, 30 çул каялла шкул пĕтернисем тĕл пулу каçĕсенче те килĕшекен учитель урокĕсене, вĕсем епле иртнисене аса илеççĕ. Калаçу саманчĕсенче те куç умне учитель сăнарĕ тухать.

«Сăпайлă, ырă кăмăллă, вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан. Урок ирттернипе çырлахса ларман вăл: çĕннине пĕлме ăнтăлнă, малалла талпăннă, ачасене те çавна хăнăхтарнă»,— теççĕ Н.Чернова учитель пирки шкул пĕтернисем.

«Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă. Ман шутпа, паянхи шкул ачисем, унчченхипе танлаштарсан, алла кĕнеке сахалрах тытаççĕ. Нумайрах компьютер, ноутбук умĕнче ларса интернетпа çыхăнаççĕ. Çак япалана начар тесе каласшăн мар. Анчах та пĕр писатель калашле, «çын вулама пăрахсан шутлама пăрахать»,— терĕ опытлă педагог.

Нина Чернова (Воронцова) Хирти Мăнтăр ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Улттăн пĕр тăван пулнă вĕсем, Нина вара — чи кĕçĕнни. Тăван ялта 7 класс пĕтерсен Комсомольски вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухма пуçлать. 10 класс вĕренсе тухсан Канашри учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕрет.

— Чăваш чĕлхине кăмăлланăран çак предметпа хатĕрлекен уйрăмра вĕренсе икĕ çултан алла диплом илтĕм. Пирвайхи уроксене Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче ирттертĕм. 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем çăвара шыв сыпнă пек итлесе ларатчĕç. Уйрăмах П.Хусанкайăн, Я.Ухсайăн, К.Ивановăн сăввисене вуланине тимлĕ итлетчĕç. Аса илмелли чылай... Хамăн ĕçре çакна яланах тĕпе хурса тăрăшнă: вĕрентекен — ачасен пуласлăх никĕсне хывма пулăшакан. Ача пурнăç çулĕ çине тухасси манран та нумай килнине асра тытса ĕçленĕ те ĕнтĕ,— аса илчĕ ветеран.

Нина Александровна районти чылай шкулта тĕрлĕ предмет вĕрентнĕ. Сăмахран, 1962 çулта Урмаел вăтам шкулĕнче вăл ачасене вырăс чĕлхипе пĕлÿ панă. Каярахпа, 1978—1997 çулсенче, Комсомольски вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Учитель пенсие кайсан та хăнăхнă ĕçе тăруках пăрахман. Ăна пархатарлă ĕçшĕн нумай Хисеп грамотипе, тав хучĕпе наградăланă. Вĕсемшĕн вăл нихăçан та хыпăнса çунман, шаннă ĕçе тÿрре кăларма тăрăшнă. 44 çул çак пархатарлă ĕçре вăй хунă Нина Александровна.

Унăн мăшăрĕ, Гаврил Афанасьевич, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕлÿ патне ăнтăлакан каччă вăтам шкул пĕтерсен Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Алла илнĕ специальноçĕпе унăн çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеме тÿр килнĕ, патшалăх ĕçĕнче тăрăшнă.

Каярахпа Г.Чернов куçăмсăр майпа педагогика институтĕнче пĕлÿ илет. Урмаел вăтам шку-лĕнче биологи вĕрентет. Пуçаруллă педагога районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующийĕ пулма шанаççĕ. Унта вăл 1989 çулчченех ĕçленĕ.

— Ăçта кайсан та эпир яланах пĕрле çÿренĕ. Çÿпçипе хупăлчи пек тесен те тĕрĕс пуль. Çемьере ертсе, кăтартса пыраканни, паллах, хĕрарăм,— пĕлтерчĕç шухăшне Черновсем.

Вĕсем икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юрий, аслă пĕлÿллĕскер, ЧР Шалти ĕçсен органĕн пенсионерĕ. Çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Нина Александровнăпа Гаврил Афанасьевич тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ ывăлĕпе. Вăл темиçе хутчен те Чечен республикинче командировкăсенче пулса чăваш ятне яман, медальсене тивĕçнĕ.

Хĕрĕ Зоя Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентет. Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайнă педагог ĕçри тăрăшулăхшăн нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне илме тивĕç пулнă.

— Хамăрăн вĕренекенсемпе кăна мар, хĕрĕн вĕренекенĕсем çитĕнÿ тусан та чунтан савăнатпăр,— теççĕ ватăсем. Çакă мар-и педагогшăн чи пысăк хак...

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика