АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă техника çул çинче шанчăклă

27 августа 2011 г.

Иртнĕ кунсенче районти шкулсенчи автобуссене вĕренÿ çулне епле хатĕрленине тĕрĕслерĕç. Ăна Чăваш Республикинчи çул-йĕр надзорĕн управленийĕн инспекторĕ Михаил Федоров, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп инженерĕ Николай Белков, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков йĕркелерĕç.

«Маларах шкул автобусĕсен водителĕсемпе ДОСААФ ĕçченĕсем Дмитрий Говоровпа Владимир Малышев 20 сехет теорипе вĕрентÿ ирттерчĕç. Ун хыççăн хăйсен пĕлĕвĕсене экзаменсенче çирĕплетрĕç. Ăна пурте ăнăçлă тытрĕç»,— терĕ Н.Белков.

«Районти шкулсенчи 12 шкулăн водителĕсем шанса панă техникăна юсавлă тытаççĕ. Пĕлтĕр те, кăçал та çул çинче пĕр инкек те вĕсен айăпĕпе пулман. Çакă вăл водительсем çул çинче тимлĕ пулнине çирĕплетет»,— терĕ ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

Тĕрĕслев комиссийĕ Леонид Муратова (Шурут вăтам шкулĕ), Ринат Шакурова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Юрий Гаврилова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) лайăх енчен палăртрĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ яваплă водительсене районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисем парса наградăланă. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, сĕнÿ-канаш та ыйтаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика