АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа хĕрарăм тытать

24 августа 2011 г.

Сăмахăм паян маттур та пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăмсем пирки пырать. Пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Валентина Карсакова. Вăл Асанкассинче çуралса ÿснĕ. Валя мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ. Каникулсенче аслисемпе танах колхоз хирĕнче ĕçленĕ. «4-мĕш класс пĕтерсен колхозра производство бригадине ĕçлеме тухрăм. 7-мĕш класс хыççăн вара утă-улăм тиенĕ çĕрте тăрăшнă, каярахпа йĕтем çинче те ĕçленĕ. Ĕç çынна илем кÿнине яланах асра тытнă»,— тет Валентина Викторовна.

1983 çулта, Асанкасси вăтам шкулĕ хыççăн, хĕр Çĕрпÿри çĕвĕçсем хатĕрлекен училищĕре вĕренме пикенет. Алла диплом илсен Комсомольскинчи КБОра ĕçлеме тытăнать.

1986 çулта Çĕнĕ Шăхран каччипе, Юрий Карсаковпа, пĕр çемье тĕвĕлесе пурăнма пуçлаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, хăйсем райцентрта çурт лартаççĕ, икĕ хĕр ача çуратса ÿстереççĕ.

Аслă хĕрĕ Надя, амăшĕ пекех вăр-варскер, райпо тытăмĕнче сутуçăра тăрăшать. Кĕçĕнни Мария шкулта вĕренет.

Карсаковсем ачисене тивĕçлĕ воспитани пама, ĕçе хăнăхтарма ăнтăлнă, ăнтăлаççĕ те.

Туслă мăшăр пĕр çемье чăмăртанăранпа кăçал 25 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. «Кĕмĕл» туйпа кукашшĕпе кукамăшне саламлама 3 çулхи мăнукĕ Ярослав сăвă та вĕреннĕ. Паянхи кун Валентина Карсакова — «Çĕр улмие мухтав» агрофирмăн ĕçченĕ. Улттăмĕш çул ĕнтĕ вăл кунта тăрăшать. Шанса панă ĕçе яваплă пурнăçлать.

Валентина Викторовнăн юлташĕ Светлана Семенова та кунта çичĕ çула яхăн вăй хурать. Вăл та чылай çĕрте ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнĕ. Канаш типографийĕн Комсомольскинчи филиалĕнче, «Слава» колхозра тата ытти предприятисенче тăрăшнă, шанса панă ĕçе çÿлти шайра пурнăçланă. Мăшăрĕпе икĕ ача, ывăлпа хĕр, çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитани панă.

«Ĕçлемесен май çук. Пурнăçа хĕрарăм тытать»,— теççĕ вĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика