24 августа 2011 г.
Юлашки вăхăтра сывлăх сыхлавĕн тытăмне нумай çĕнĕлĕх кĕчĕ. Тухтăр патне электрон мелĕпе çырăнакансем йышланнине те палăртаççĕ. Черет çитессе вăрах кĕтменни хăех вăхăта перекетлеме пулăшать.
Тухтăр кабинечĕ умне çитеймен чирлисен ăçтан пулăшу кĕтмелле? Паллах, пурте «03» номерлĕ телефонпа васкавлă пулăшу чĕнме васкатпăр. Вĕсем вара хăйсен вăхăтне шеллемесĕр, ирĕн-каçăн дежурствăра, чирлисем патне васкаççĕ. Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплемелле-çке. Пулăшу ыйтаканпа çийĕнчех пĕр чĕлхе тупмалла. Шăпах çавăн пек тĕллевпе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Комсомольски район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕсем. Вĕсенчен пĕри вăл — Елена Осипова.
Елена Удина (хĕр чухнехи хушамачĕ унăн çапла) Дубовка ялĕнче педагогсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пилĕк ача пулнă вĕсен, Елена çемьере виç-çĕмĕш. Римма Антоновнăпа Геннадий Васильевич Удинсем, педагогика ветеранĕсем, пур ачине те тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Мĕн пĕчĕкрен хĕр шурă халатлă ĕçчен пулма ĕмĕтленнĕ. «Эпĕ медицина ĕçченĕ пулатăпах»,— тенĕ вăл çирĕппĕн ашшĕпе амăшне. Тĕллевне пурнăçа кĕртсе 1980 çулта, 9 класс пĕтернĕскер, Шупашкарти медицина училищине çул тытнă. Маттур хĕр унта вĕренÿре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсем тунă. Тăватă çултан, алла фельдшер дипломне илсен, Комсомольскинчи тĕп больницăра васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлеме пикенет.
27 çул ĕнтĕ Елена Геннадиевна чирлисене вăхăтра пулăшу парас, çын пурнăçне тăсас тесе тимлет. Ун пек профессипе ĕçлекенсем вĕсем ял-йышра та, кÿршĕ-аршăра та — яланах хисепре.
«Каçхине пулăшу ыйтса шăнкăравлакан ытларах. Тĕслĕхрен, пĕр çемьере амăшĕ пепкин ÿт температури пысăкланнăран канăç çухатнă. Тепри хырăм ыратнипе аптăранă. Çул çинче автоавари пулсан – унта та вăхăтра çитмелле. Хăш чухне кашни минут хаклă»,— терĕ Елена Геннадиевна.
Ман шутпа, «Васкавлă пулăшура» ĕçлекенсен пĕлĕвĕ те, опычĕ те врачпа танах пулмалла. Мĕншĕн тесен вырăна çитсе вăхăтлă сĕнÿ-канаш памалла, пулăшу та вырăнлă кÿмелле.
«Сывлăх — çыншăн чи пысăк пуянлăх. Çакна эпир вăтам çулсенчен иртсен кăна ăнланатпăр çав. Ăна чыса упранă евĕр, çамрăкранах упрамалла»,— сĕнчĕ фельдшер калаçăва малалла тăсса.
Елена Геннадиевнăн мăшăрĕ Андрей Эрнестович чылай çул «Кооператор» производство комбинатĕнче ĕçлет. Осиповсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Хĕрĕ Катя Санкт-Петербургри аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ, çав хуларах экономистра ĕçлет. Ывăлĕ Кирилл – Питĕр университечĕн 4-мĕш курс студенчĕ.
Еленăпа Андрей Осиповсем хĕллехи кунсенче спортзалсенче тĕрлĕ вăйăсем — волейбол, баскетбол — выляççĕ. Çулла вара вĕсем тĕп стадионта тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. «Организма спортпа тата физкультурăпа пиçĕхтермелле. Сывă кĕлеткере кăмăл-туйăм та лайăх»,— теççĕ Осиповсем.
Источник: "Каçал Ен"