24 августа 2011 г.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕ ĕç тупайман, вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене, инвалидсене ĕç тупса парас тĕлĕшпе чылай тăрăшать. Ку енĕпе пире РФ Правительствин йышăнăвĕсем уйрăмах пысăк пулăшу кÿреççĕ. Акă 2011 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче те халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарлă постановлени йышăннă. Ăнланмалла пултăр тесен вырăсла ятне çырса парар-ха. Вăл постановленин ячĕ — «О представлении в 2012—2014 годах субсидий из федерального бюджета бюджетам субъектов Российской Федерации на реализацию дополнительных мероприятий на рынке труда субъектов Российской Федерации». Хальлĕхе ку енĕпе правительствăра Раççейĕн хăш-пĕр субъекчĕсенче çителĕклех ĕçлеменнине палăртнă. Çавăнпа та 2012—2014 çулсенче ку ĕçе вăйлатмалла. Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕсенче те ĕçе вырнаçман инвалидсене, инвалид ачасем пăхса ÿстерекен ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вĕсемшĕн хăтлă ĕç вырăнĕсем (кирлĕ оборудовани те вырнаçтармалла) тупмалла.
Ку мероприятие районти пур организаципе предприяти те, фермер хуçалăхĕсем те, уйрăм предпринимательсем те хутшăнма пултараççĕ.
Тĕплĕнрех Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕнчен ыйтса пĕлме пулать.
Заявкăсене августăн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Сахал тупăш илекен çынсене, ĕçсĕр тăрса юлнисене, инвалидсене пулăшма кăмăл тăвакансем пурах тесе шутлатпăр.
Источник: "Каçал Ен"