АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырать

24 августа 2011 г.

«Çак кунсенче вырма ĕçне вĕçлеме тăрăшатпăр»,— терĕ «Дубовка» ООО председателĕ А.Н.Григорьев августăн 17-мĕшĕнче. Эпир пынă кун Евгений Григорьев комбайнер тырă выратчĕ. Çапса тĕшĕленĕ тырра Юрий Бахтеров водитель турттарса тăратчĕ. Йĕтем çине килнине çийĕнчех алласа, тасатса пыраççĕ, кĕлете кĕртеççĕ.

Кăçал ку хуçалăхăн 250 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илмелле. Пĕчĕк хуçалăхшăн ку лаптăк сахалах мар. Кун пирки Зоя Читнаева кладовщица, вăлах весовщица та, каласа пачĕ. Аллакан машинăсене Владимир Шемекеев пăхса тăрать, ĕçлеттерет, вансан юсать.

Утă-улăма пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхра уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме пĕтĕм майсем пур.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика