АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспортсене улăштараççĕ

20 августа 2011 г.

Пирĕн çĕр-шывра 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспортсем парассине вĕçленĕ тесен те тĕрĕс. Анчах та хăш-пĕр çынсем вăл е ку сăлтава пула кивĕ йышши паспортсене улăштарман-ха. Сăлтавсенчен пĕри вăл — тĕшмĕш. Вĕсен шучĕпе, çĕнĕ йышши паспортра 666 число пур. Ку «сатана цифри», çавăнпа та Турра ĕненекенсем паспорта алла тытасшăн мар.

РФ Федераллă Миграци службин 339-мĕш №-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн, паспортăн 5-мĕш, 7-мĕш, 9-мĕш, 11-мĕш, 13-мĕш, 15-мĕш тата 19-мĕш страницисенче орнамент формипе «Россия» сăмах çырăнать. Унта нимле 666 цифра та çук.

Çавăнпа та 1974 çулти кивĕ йышши паспорта çĕннипе улăштарма йыхравлатпăр.

Улăштарма пыракансем административлă явап та тытмĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика