АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕнче пшăрханмалли ан пултăрччĕ

20 августа 2011 г.

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул — районта чи пысăккисенчен пĕри. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунти 23 класра 486 ача ăс пухнă. Райцентртисĕр пуçне çывăхри ялсенчен те ачасене пуçтараççĕ. Вĕсене ирхине кайса илме, каялла ăсатса яма пĕр автобус уйăрнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пăшăрханмалли ан пултăрччĕ тесе шкулта мĕн тумаллине пĕтĕмпех пурнăçланă. Туяннă сĕтел-пуканлă, сăрласа илемлетнĕ классем ачасене йышăнма хатĕр.

Çак шкулта Пĕлÿ кунне епле хатĕрленнипе паллашас тесе директор çумĕпе Светлана Михайловăпа курса калаçрăм.

— Светлана Васильевна, сентябрĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Пĕлетĕп, коллективра пысăк квалификациллĕ педагогсем ĕçлеççĕ. Вĕренекенĕсем вара районти, республикăри тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсене, ăслăлăхпа практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене çулленех хастар хутшăнаççĕ.

— Çапла, шкулта пултаруллă учитель нумай. Вĕсем яланах вĕрентÿри çĕнĕ меслетсене алла илес тесе тăрăшаççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен Грантне тивĕçнисем те, педагогика ĕçĕнче пултарулăхпа палăрнисем те ĕçлеççĕ кунта. Учителĕн пĕрмаях шыравра пулмалла, ачасене тĕслĕх кăтартмалла. Вĕренекенсем пирки сăмах пуçарнă май, маттуррисем иртнĕ çул шкул чысне районта, республикăра кăна мар, Раççейре те хÿтĕлерĕç.

— Тата тепĕр тема: шкул ачисем шкулта ятарлă тумпа çÿрени. Хăш-пĕр шкулсенче ун пек йăлана пăхăнма пăрахрĕç тесен те тĕрĕс...

— Шкул тумĕ пирĕн çĕр-шыва 1834 çулта акăлчансенчен куçнă. Гимназисенче вĕренекенсем илемлĕ тумсемпе çÿренине кинофильмсенче пурте курнă ĕнтĕ. Вăл тапхăрта енчен те гимназиста вĕренÿ хыççăн театрта, ипподромра, кафере урăх тумпа курсан, ăна çăмăлах пулман.

Часах вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене шкула кайма тăрăшсах хатĕрлеççĕ: тетрадь-кĕнеке, кăранташ-ручка, ытти хатĕрсем, тумтир туянаççĕ. Яланах асра тытмалла: шкула çÿремелли тум вĕренекенсене йĕркене хăнăхтарать, дисциплинăна аталантарать.

— Светлана Васильевна, шкул форми, калăпăр, сирĕн шкулта мĕнле йышши пулмалла; Ачасен мĕн тĕслĕ тум тăхăнма юрать?

— Хĕр ачасен – шурă тĕслĕ блузка, юбка вара тĕксĕм е хура пулмалла. Арçын ачасем тĕксĕм тĕслĕ пиншакпа шăлавар тăхăнсан илемлĕ пулĕччĕ. Шурă кĕпепе галстук та шкул тумĕ шутне кĕрет. Урăхла каласан, вăл тумтирпе ачана меллĕ пулмалла, ĕç стилĕпе тăхăнса шкула çÿремелле. Нимле джинссем, тачă çыпăçса тытакан шăлаварсем тăхăнма юрамасть.

— Калаçушăн тавтапуç. Вĕренÿ çулĕнче ачасен те, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн те шкул тумĕшĕн пăшăрханмалли калаçусем пулмĕç тесе шанатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика