20 августа 2011 г.
Çын пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Аса илет те хăй утса иртнĕ, ĕçленĕ кунĕсене В.А.Лещева, шухăша каять. 75 çул хушшинче мĕнле йывăрлăхсене çеç чăтса ирттерме тивмен-ши унăн. Тăманлă Выçли хĕр ачи 14—15 çултах фермăра ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтри ĕç йывăрлăхĕсене, кăткăслăхĕсене çавна чăтса ирттернĕ çынсем çеç туллин ăнланаççĕ пулĕ.
Çамрăк хĕрсем 40 литр кĕрекен сĕт флягисене çĕклесе лавсем çине хунă, Тукайри сепаратор пунктне леçнĕ, унта пушатнă. Малтан пусăсене ярса сивĕтнĕ. Пур ĕçе асăнса та пĕтереймĕн.
Шăпах Тукайри сепаратор пунктĕнче паллашнă та Аслă Чурачăк каччипе Василий Михайлович Лещевпа. Пĕр-пĕрин кăмăлне кайнă. 1964 çулта икĕ çамрăк çемье çавăрнă. «Качча тухсан 8 уйăхран Василин çар ретне тăма тиврĕ. 3 çул унсăр пурăнтăм. Паллах, мăшăрсăр кичем пулчĕ. Çапах та пăянампа пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăннă. Ĕçсĕр ларман. Тунсăхлă пулсан та вăл вăхăтсене ырăпа çеç аса илетĕп»,— тет Валентина Александровна.
1968 çулта вăл Чĕчкенри сĕт-çу фермине дояркăна ĕçлеме кĕрет. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшать. Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçет.
Василий Михайловичпа вĕсем çав вăхăтра çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çăмăл пулман ĕнтĕ. Иккĕшĕ те ĕçре. Василий Михайловичăн та, фермăра ĕçленĕрен, пушă вăхăт сахал пулнă. Çапах та Лещевсем тăватă ывăлпа виçĕ хĕре ура çине тăратнă.
Çак кунсенче Валентина Лещева 75 çул тултарчĕ. Малашне те çирĕп сывлăх, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма вăй-хал сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"